Теори материалӗсем
Драма тытăмĕ
Сăвă тата проза произведенийĕсемпе танлаштарсан драмăн çирĕп тытăмĕ пур. Драма произведенийĕ текст пайĕсенчен тăрать. Кашнин хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма типографин ятарлă майĕсемпе палăртаççĕ. Драма текстĕнче çакăн пек уйрăм пайсем пур:
- вылякансем, ăна драма тексчĕн пуçламăшĕнче вырнаçтараççĕ, унта драмăри çынсене кĕскен сăнласа параççĕ (миçе çулта, мĕнлерех çын тата ытти те);
- тулаш ремаркăсем — пулса иртекен ĕçсем çинчен автор çырса панисем: ĕç ăçта пулса иртет, кам кĕрет, кам тухать. Тулаш ремаркăна пĕчĕкрех е пысăкрах сас паллисемпе ытти текстран уйăрса çыраççĕ;
- репликăсем — драмăра вылякансем калакан сăмахсем. Репликăсем умĕнче ăна калаканнин ятне кăтартаççĕ. Ятне кăтартнипе пĕрлех ун çумĕнче шалти ремарăсем те ппулма пултараççĕ;
- шалти ремарка — тулаш ремаркăпа танлаштарсан герой хăйĕн сăмахĕсене мĕнлерех каланине, мĕнлерех хусканусем тунине кăтартакан сăмахсем. Шалти ремаркăна ытларах чухне курсивлă шрифтпа çыраççĕ.
ĔÇ: "Икĕ каччăн пĕр шухăш" камит сыпăкĕнче эсир мĕнле ремаркăсем çырнă пулăттăр?
Видео
Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем
