Анатолий Хмыт. « Рафик» калав.

Теори материалӗсем

Анатолий Хмыт, Афган вăрçи

Вунă çула яхăн кĕрленĕ Афган вăрçи паян та халăх асĕнчех. Ăна нимĕнле те манаймăн хаяр çапăçусенче пин-пин салтак пуç хунă. 1979 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче совет салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çине кĕртме пуçланă. Тепĕр вунă çултан çеç, 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче, салтаксене каялла илсе тухнă. Унтанпа  кăçал 31 çул çитрĕ.

10 çула тăсăлнă Афган вăрçинчен 15 052 салтак таврăнайман, 53 753 -шĕ сусăрланнă, тепĕр 417-шĕ хыпарсăр çухалнă. Вĕсем пурте пурăнма кăна пуçланă çап-çамрăк каччăсем.

«Тăван халăха, Тăван Совет çĕр-шывне, Совет Правительствине шанчăклă упрама» тупа тунă салтаксем вилĕм хăратсан та нихăçан та каялла чакман. Десантниксемшĕн аманнă е вилнĕ юлташа çапăçу хирĕнче пăрахса хăварнинчен, тăшмана хĕç-пăшал панинчен чыссăртарах ĕç пулман. Юлашки юн тумламĕччен çапăçма хатĕр пулнă вĕсем.

Вăхăт малаллах шăвать. Вăрçăран таврăннă чăваш каччисем аслă пĕлÿ илме, çемье çавăрса ача-пăча ÿстерме, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума ĕлкĕрнĕ. Апла пулин те вăрçă вучĕ витĕр тухнисене сурансем, кăвак беретпа тельняшка, темиçе сăн ÿкерчĕк, «Хăюлăхшăн» медаль тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, тирпейлĕ пуçтарса хунă сержант пакунĕсем сăртлă-туллă çĕр-шыв çинчен манма памаççĕ.

Чăваш енрен Афганистан вăрçине  5 пин те 692 салтак хутшăннă, 115 çамрăк вилнĕ, 272-ĕн аманса таврăннă, 131 çын инвалид пулса юлнă. Халĕ республикăра Афганистанри хĕрÿ вырăнсенче çапăçнă 3 750 яхăн ветеран пурăнать.

 

Анатолий Дмитриевич ЕФИМОВ /ХМЫТ/ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, çыравçă. Вăл Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн пĕрремĕш литература хайлавĕ 1990-мĕш çулта «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ. Халĕ Анатолий ХМЫТ ултă кĕнеке авторĕ, вĕсенчен тăваттăшне Афганистанри вăрçа халалланă: «Вилĕмсĕр кăйкăр юрри», «Ан тăк куççуль, аннеçĕм», «Сар Иван» тата «Леш тĕнчерен…» роман дилоги.
К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пыракан «Сутăн илнĕ чыс» спектакль те Афганистан теминех çутатать. 2015 çулта Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ унăн «Çерем çинчи çиçĕм» трагикомедине сцена çине кăларчĕ.

1982 - 1984-мĕш çулсенче Анатолий Дмитриевич Афганистанра çар хĕсметĕнче тăнă, вăрçа  хутшăннă. СССР тата Афганистан çĕр-шывĕн 3 медальне илме тивĕçлĕ пулнă.

Сӑн пуххисем

Анатолий Хмыт

Анатолий ХмытТĕлĕнмелле тĕлĕкЛеш тĕнчерен...  ТаркăнсемЛеш тĕнчерен...  Тамăк витĕр

Видео

Хушма каҫӑсем

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)