Поэзи чĕлхи. Сăвă виçисем.

Теори материалӗсем

Поэзи чĕлхи. Сăвă виçисем

Илемлӗ литература икӗ пайран (прозӑпа поэзирен) тӑрать. Поэзи ӑнлав ытларах сӑвӑ жанрӗпе ҫыхӑннӑ. Сӑвӑ йӗркелемелли мелсене кура (тан сыпӑклӑ (силлабика), тоникӑллӑ сӑвӑ (тоника), сыпӑклӑ-пусӑмлӑ (силлабо-тоника) сӑвӑҫсем амфибрахи, анапест, дактиль, хорей, ямб сӑвӑ виҫипе усӑ курса ҫыраҫҫӗ. Сӑвӑ виҫи вӑл – сӑнарлӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсенчен йӗркеленӗ ритмлӑ, автор кӑмăл-туйӑмне палӑртакан лирика хайлавӗ,. Сӑвӑ ҫаврӑмӗнче йӗркесем сыпӑксемпе пусӑмсенчен тăраҫҫӗ. Сӑвӑ ҫеммине пусӑмсен черетленӗвӗ (метрика), пусӑмсен сикчевлӗхӗ (каталектика), сӑвӑ вӗҫӗнче тăвакан чарӑнусем (паузӑсем), шалти сасӑсен килӗшӗвӗ (пӗр евӗрлӗхӗ) сӑвӑ йӗркин пайӗсем хушшинче пулакан чарӑну (цезура) йӗркелет.

 Сыпӑклӑ-пусӑмлӑ черетленӗве (пӗр пеклӗхе) – метрика тетпӗр. Пусӑмлӑ сыпӑкпа пусӑмсӑр сыпӑксен ҫыхӑнӑвне карт (стопа) тетпӗр. Икӗ сыпӑклӑ сӑвӑ виҫипе икӗ тӗрлӗ ҫемӗ кӑларма пулать: хорей (́ÚU), ямб (UÚ). Виҫӗ сыпӑклӑ картсенче пусӑм хӑш сыпӑк ҫине ӱкнине кура дактиль (́ÚUU), амфибрахи (UÚU), анапест (UUÚ) сӑвӑ виҫисене уйӑраҫҫӗ.

 Састаш (рифма): сыпӑклă-пусӑмлӑ хывӑмра (силлабо-тоникӑра) сӑвӑ ҫаврине ар, ама, дактильлӗ, пысăк дактильлӗ рифмӑсем; пӗр тан сыпӑклӑ хывӑмра (силлабикӑра) мӑшӑрлӑ, хӗресле, ҫавра (кӑшӑл) рифмӑсем йӗркелеҫҫӗ.

Видео

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42