Предложени, унăн членĕсем. Пĕр йышши членсем, вĕсене чарăну паллипе уйăрасси

Теори материалӗсем

Предложени, унăн членĕсем

Пирĕн пуплев предложенисенчен тăрать. Хамăр шухăша эпир предложенипе пĕлтеретпĕр. Вăл пĕр сăмахран та, темиçе сăмахран та тăма пултарать.

 Предложенире ĕç тăваканнине пĕлтерекен сăмаха подлежащи теççĕ. Подлежащи ыйтăвĕсем: кам? мĕн? камсем? мĕнсем? Подлежащи ĕçне пĕлтерекен сăмаха сказуемăй теççĕ. Сказуемăй ыйтăвĕсем : мĕн тăвать? мĕн турĕ? мĕн тăвĕ? мĕн тăваççĕ? мĕн турĕç? мĕн тăвĕç?

Подлежащипе сказуемăй  — предложенин тĕп членĕсем.

Предложенири ытти сăмахсене кĕçĕн членсем теççĕ.

Пĕр ыйтурах тăрса пĕр сăмахпах çыхăнакан сăмахсене пĕр йышши членсем теççĕ. Вĕсем хушшинче запятой лартаççĕ, каланă чухне пĕчĕк чарăну тăваççĕ.

         Тĕслĕх:

       Пирĕн урама хурăн, йăмра, хурама, пилеш илем кỹреççĕ. 

Хурăн, йăмра, хурама, пилеш — пĕр йышши подлежащисем.

          Çуллахи лагерьте каннă вăхăтра ачасем хăйсем валли çĕнĕ юлташсем тупаççĕ, хаваслă вăйăсем выляççĕ, экскурсисенче пулаççĕ.

Тупаççĕ, выляççĕ, пулаççĕпĕр йышши сказуемăйсем.

      Кĕркунне хăйĕн сарă, хĕрлĕ, кĕрен тĕсĕсемпе кашнинех савăнтарать.

 Сарă, хĕрлĕ, кĕрен   пĕр йышши кĕçĕн членсем.

 

Сӑн пуххисем

Предложени

Видео

Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем