Пуплев пайĕсем: япала ячĕ, паллă ячĕ, местоимени, глагол

Теори материалӗсем

Пуплев пайĕсем

Чĕлхери сăмахсене пĕлтерĕш тăрăх ушкăнлама пулать.

 Япалана пĕлтерекен пуплев пайне япала ячĕ теççĕ. Унăн ыйтăвĕ – кам? мĕн?

 Тĕслĕх:

Кам? – утарçă, летчик, анне, пичче.

Мĕн? – лаша, сĕтел, ăвăс, курăк.

 Чылай япала ячĕ хисеп тăрăх улшăнать: утарçă – утарçăсем, лаша – лашасем, сĕтел – сĕтелсем.

 Япала паллине пĕлтерекен пуплев пайне паллă ячĕ теççĕ. Паллă ячĕ глагола та ăнлантарма пултарать. Унăн ыйтăвĕсем: мĕнле? ăçти? хăçанхи?

 Тĕслĕх: ĕçчен ача,  лайăх вĕренет, çуллахи çумăр, уçланкăри сукмак.

Ят сăмахсем  (япала ячĕ, паллă ячĕ, хисеп ячĕ) вырăнне калакан сăмахсене местоименисем теççĕ. Местоимени мĕне пĕлтернине (япалана-и, япала паллине е хисепне) çыхăнуллă калаçура е çырура кăна пĕлме пулать.

 Сăпат местоименийĕсем: эпĕ, эсĕ, вăл. Çак местоименисен нумайлă хисеп формисем: эпир, эсир, вĕсем. Пĕрреллĕ хисепре 1-мĕшпе 2-мĕш сăпат местоименийĕсене туллин те, кĕскен те çырма юрать: эпĕ – эп, эсĕ – эс.

  Япала мĕн тунине пĕлтерекен пуплев пайне глагол теççĕ. Унăн тĕп ыйтăвĕ: мĕн тăвать? Глагол вăхăт, хисеп, сăпат тăрăх улшăнать.

 

    Тĕслĕх: вулать – вулаççĕ, вуларĕ – вуларĕç, вулĕ – вулĕç.

Видео

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем