Чĕлхе, пуплев тата çыру

Теори материалӗсем

Текст тата пуплев

Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма кирлĕ. Хутшăнура пуплев йĕркеленет. Хутшăнура вара яланах сахалтан икĕ ен пур: калаканни (пĕлтерекенни) тата итлекенни. Çакна кура пуплеве  икĕ ушкăна пайлама пулать.

1. Диалог. Калаçаканнипе итлекенни иккĕшĕ те пуплеве хутшăниине диалог теççĕ.

2. Монолог. Калаçаканни пуплеве пĕччен йĕркеленине монолог теççĕ.

Епле усă курни енчен пуплев каллех икĕ тĕрлĕ пулать: çыру тата калаçу.

Пуплев мĕнле йĕркеленнине кура ăна виçĕ ушкăна пайлаççĕ: калав, сăнлав тата ăслав.

Текст вăл - пуплев результачĕ. Текст тесе çыруллă пуплеве те калаççĕ. Текст пуплев единицисенчен - предложенисенчен тăрать. Предложенисем мĕнле çыхăннине кура текстăн тĕсĕсене уйăраççĕ: сыпăнчăклă текст, параллельлĕ текст, хутăш текст.

Текстри предложенисене çыхăнтаракан мелсем:  союзсем, кăтарту сăмахĕсем (местоименисемпе наречисем), кÿртĕм сăмахсем , предложенисен тытăм пĕр пеклĕхĕ, юнашар предложенисенче пĕр сăмаха тепĕр хут калани.

Видео

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42