Кăткăс тытăмлă пăхăнуллă хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Кăткăс тытăмлă пăхăнуллă хутлă предложени

Кăткăс тытăмлă пăхăнуллă хутлă предложенире виçĕ е ытларах хутсăр предложени пулма пултарать. Кун пек хутлă предложенисем, кăткăсланманнисем пекех, икĕ пайран тăраççĕ.

  Тишкерÿ тĕслĕхĕ:

Сÿпене уçланкине хĕрлĕ «Жигули» пынине1, каччă Жаннăна парне панине2 тата кам курчĕ?3 (Р. Ярантай.)

Панă тĕслĕх – кăткăс тытăмлă пăхăнуллă хутлă предложени. Унăн тĕп пайĕ – 3-мĕш предложени, пăхăнулли – 1-мĕшпе 2-мĕш предложенисен пĕрлĕхĕ. Пăхăнуллă пай тĕп пай умĕнче тăрать, ăна пĕтĕмĕшлĕн ăнлантарать, -е пару падеж аффиксĕпе çыханать, ĕç объектне пĕлтерет, дополнени ушкăнне кĕрет, мĕне асархарĕç? ыйтуллă.

Тĕп пай – хутсăр предложени (подлежащи – кам, сказуемăй – курчĕ).

Пăхăнуллă пай – пĕр йышши икĕ предложенин пĕрлĕхĕ: пĕрремĕш пăхăнуллă предложени хутсăр (подлежащи – «Жигули», сказуемăй – пынине); иккĕмĕшĕ те хутсăр (подлежащи – каччă, сказуемăй – панине).

Союзсăр çыхăннăран пĕр йышши пăхăнуллă предложенисем хушшине запятой лартнă. Палăртса уйăрман пирки Сÿпене уçланкине сăмахсем хыççăн тире лартман. Ыйтуллă пулнăран пĕтĕм предложени хыççăн ыйту палли лартнă.

Тата сыпăнуллă союзпа çыхăннă пулсан пĕр йышши пăхăнуллă предложенисем хушшине запятой лартмастăмăр, схемăра икĕ çаврашкана тÿрĕ йĕрпе çыхăнтараттăмăр, ун айне е çине тата сăмах çырса хураттăмăр:

 

 

 

Сӑн пуххисем

Кăткăс тытăмлă пăхăнуллă хутлă предложени

Кăткăс тытăмлă пăхăнуллă хутлă предложени

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)