Кăткăс тытăмлă сыпăнуллă хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Кăткăс тытăмлă сыпăнуллă хутлă предложенин тишкерÿ тĕслĕхĕ

   Тишкерÿ тĕслĕхĕ:

Унтри  лашине çавăрса тилхепине кăрт-карт! турткаларĕ1 I те, икĕ çын ларнă2 ÿречеллĕ çуна тăвалла, хурăнлă çул еннелле, шуса кайрĕ3 II. (Л. Агаков.)

Панă тĕслĕх – кăткăс тытăмлă сыпăнуллă хутлă предложени. Вăл икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕш пайне 1-мĕш предложени кĕрет, иккĕмĕшне – 2-мĕшпе 3-мĕш предложенисем. Пайсем сыпăнтаракан те союзпа çыхăнаççĕ. Союзне кура пĕтĕм предложени сыпăнтаракан союзлисем шутне кĕрет.

Пĕрремĕш пайĕ – хутсăр предложени (подлежащи – Унтри, сказуемăй – турткаларĕ).

Иккĕмĕш пай – пăхăнуллă хутлă предложени. Унăн тĕп пайĕ – 3-мĕш предложени (подлежащи – çуна, сказуемăй – кайрĕ), пăхăнулли – 2-мĕшĕ (подлежащи – çын, сказуемăй – ларнă).

Пăхăнуллă пай тĕп пай умĕнче тăрать, вырăнĕ-йĕркипе çыхăнать, ыйтăвĕ – мĕнле çуна?, япала паллине пĕлтерет, определени ушкăнне кĕрет.

Пайсем те союзпа çыхăннă пирки запятоя союз хыççăн лартнă. Хурăнлă çул еннелле сăмахсене чарăну паллисемпе уйрăмлатни тăвалла сăмаха палăртарах каланине пĕлтерет. 

Кăткăс тытăмлă сыпăнуллă хутлă предложенин тытăмне иккĕ çеç мар, виçĕ е ытларах хутсăр предложени кĕме пултарать. Çапла вара, кăткăс тытăмлă сыпăнуллă хутлă предложени икĕ пайран тăрать.

Сӑн пуххисем

Кăткăс тытăмлă сыпĕнуллă хутлă предложени

кăткăс

Хушма каҫӑсем

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Электрон тест. 0.00 Kb | уҫланӑ: 512
Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)