Кăткăс тытăмлă çыхăну паллисĕр хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Тишкерÿ тĕслĕхĕ

Тишкеру тĕслĕхĕ:

Ара, суранĕ питĕ йывăр1: І пуç мими тапраннă2, пуç шăмми суранланнă3, юн самай юхнă4ІІ(Р.Ярантай.)

Ку     тĕслĕх  –  кăткăс  тытăмлă  çыхăну  паллисĕр  хутлă предложени. Икĕ пайран тăрать: І  пайĕ – 1-мĕш предложени, ІІ пайĕ –1-мĕш, 2-мĕш тата 3-мĕш предложенисен пĕрлĕхĕ. Пайсем расна тытăмлă, мĕншĕн тесен І пай хальхи вăхăтпа çыхăннă (глаголсăр предложени хальхи вăхăта пĕлтерет), ІІ пай – иртнĕ вăхăтпа (сказуемăйсем – тапраннă, суранланнă, юхнă – глаголăн иртнĕ причасти формисенчен пулнă). Шухăш тăрăх ІІ пай І пайăн содержанине ăнлантарать.

І пай – хутсăр предложени (подлежащи – суранĕ, сказуемăй –йывăр), тĕп членлă, анлă, тулли, ыйтусăр, пурлă, эмоцисĕр.

ІІ пай – пĕр йышши виçĕ предложенин ярăмĕ.

Ярăмăн пĕрремĕш предложенийĕ (2 №) – хутсăр (подлежащи – мими, сказуемăй – тапраннă), тĕп членлă, анлă, тулли, ыйтусăр, пурлă, эмоцисĕр.

Ярăмăн иккĕмĕш предложенийĕ (3 №) – хутсăр (подлежащи –шăмми, сказуемăй – суранланнă), тĕп членлă, анлă, тулли, ыйтусăр, пурлă, эмоцисĕр.

Ярăмăн иккĕмĕш предложенийĕ (4 №) – хутсăр (подлежащи – юн, сказуемăй – юхнă), тĕп членлă, анлă, тулли, ыйтусăр, пурлă, эмоцисĕр.

Пĕтĕм çыхăну паллисĕр  хутлă предложенин  ІІ пайĕ  І пайне ăнлантарнă пирки пайсем хушшине икĕ пăнчă (икĕ точка) лартнă. Пĕрешкел лару-тăрура пулса иртекен виçĕ ĕçе пĕлтернĕрен ярăмăн пĕр йышши хутсăр предложенийĕсем (ІІ пай) хушшине хÿреллĕ пăнчăсем (запятойсем) лартнă.

 

Видео

Хушма каҫӑсем

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)