18. Пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем

Пайĕсем кĕрет çыхăну мелĕсĕр çыхăнакан пăхăнуллă хутлă предложение пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени теççĕ.

Пăхăнуллă предложенин сказуемăйĕ, тĕпрен илсен, çак пуплев пайĕсенчен пулать:

1) паллă ятĕнчен (Куçĕ вичкĕн ачасем вăрман хĕрринчи мулкача тÿрех асăрхарĕç.);

2) япала ятĕнчен (Пирĕн ялта алли ылтăн çынсем нумай.);

3) хисеп ятĕнчен (Культура çуртĕнче паян ачи виççĕ çемьесене чысларĕç.).

Пăхăнуллă предложени, тĕпрен илсен, япала паллине пĕлтерет, определени ушкăнне кĕрет: Кăмăлĕ çирĕп çынсем нихăçан та аптрамаççĕ.

Ĕçĕн е паллăн паллине пĕлтерсе обстоятельство ушкăнне, предикацилĕхе пĕлтерсе сказуемăй ушкăнне кĕрекен пăхăнуллă предложенисем те пур: Сап-сарă мăйăра кĕсье тулли тултартăм. Хĕп-хĕрлĕ çырла пурак тулли.

Сӑн пуххисем

Пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем

Пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем
Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем