Пайĕсене глаголăн деепричасти аффиксĕсемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем
Теори материалӗсем
Пайĕсене глаголăн деепричасти аффиксĕсемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем
Пайĕсем глаголăн деепричасти аффиксĕсемпе çыхăнакан пăхăнуллă хутлă предложение пайĕсене глаголăн деепричасти аффиксĕсемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени теççĕ.
Пăхăнуллă хутлă предложенин пайĕсене çыхăнтаркан деепричасти аффиксĕсем:
- -са(-се) аффикс (Кайăк юрласа кун пуçланчĕ.);
- -сан(-сен) аффикс (Интернет ĕçлесен сан пата çыру ярăп.);
- -сассăн(-сессĕн) аффикс (Каникул пуçлансассăн Мускава кайăп.);
Деепричасти аффиксне йышăннă пăхăнуллă предложенисен тăтăш тĕл пулакан пĕлтерĕшĕсем:
1) вăхăт (Хĕвел ансан кĕтÿ яла таврăнчĕ.);
2) услови (Нÿрĕк пулсан пахча çимĕç ăнса пулать.);
3) хирĕçлев (Каç пулсан та ачасем килĕсене васкамарĕç.).
Хирĕçлеве палăртмалла чухне -сан(-сен) аффикслă деепричасти çумне та(те) татăк хушăнать
Сӑн пуххисем
Пайĕсене глаголăн деепричасти аффиксĕсемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем
Ҫӗнӗ материал
2021.01.31 18:34

Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ (Тест презентацийĕ, авторĕ - Светлана Храмова) (rar)
2021.01.23 19:17

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: "Аннене анне тееççĕ", чăваш халăх юрри, Павел Лукоянов юрлать
2021.01.23 19:13

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Владимир Андреев, "Атте пек пулас килет", Васильев Роман калать, 4 çулта.