Пайĕсене падеж аффиксĕсемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

Пайĕсем падеж аффиксĕсемпе çыхăнакан пăхăнуллă хутлă предложение пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени теççĕ.

Падеж аффиксĕсем пăхăнуллă хутлă предложени пайĕсене çыхăнтарма пурте тенĕ пекех пултараççĕ. Пăхăнуллă предложени тĕп предложенипе хăш падеж аффиксĕпе çыхăнасси сказуемăй вырăнĕнчен тата çыхăну пĕлтерĕшĕнчен, причастин хăш форми тăнинчен килет.

Пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан хутлă пĕрлĕхсенче пăхăнуллă предложенисен функцийĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ:

1) объекта пĕлтереççĕ (Асанне кайăксем юрланине итлеме юратать.);

2) япалан е ĕçĕн паллине пĕлтереççĕ (Аслати кĕмсĕртетнин сасси аякранах илтĕнет. Мана эсĕ ку ĕçе пултарассăн туйăнать.);

3) пирке пĕлтерĕшлĕ (Çил-тăман вĕçтернĕрен автобус яла килмерĕ.);

4) вăхăт пĕлтерĕшлĕ (Çуркунне çитеспе пичче яла таврăнчĕ.).

Сӑн пуххисем

Пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

Пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени
Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем