Пайĕсене -и аффикспа çыхăнтаркан пăхăнуллă хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Пайĕсем -и афикспа çыхăнакан пăхăнуллă хутлă предложенисем

Пайĕсем  афикспа çыхăнакан пăхăнуллă хутлă предложение пайĕсене -и аффикспа çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени теççĕ.

 аффикс ят мар сăмахсене япала ячĕ функцийĕпе çÿреме май паракан аффикс. Пăхăнуллă предложени сказуемăйĕ ят сăмахран (паллă е япала ячĕсенчен) е причастирен пулнă чухне çак аффикса йышăнмасăр пулмасть. Кун пек чух тĕп предложенире подлежащи пулмасть, мĕншĕн тесен ун вырăнĕнче пăхăнуллă предложени пулать. Тĕслĕхрен: Манран инçе мар çаран кайăкĕ савăнса юрлани илтĕнет.

Хутлă пĕрлĕх пайĕсене çыхăнтаракан  аффикс çак сăмах формисем çумне хушăнать:

1) иртнĕ причасти (Кайăксем юрлани чуна килентерет.);

2) пулас причати (Пурнăç мĕнле пуласси ытларах чухне хамăртан килет.);

3) хальхи причасти (Пÿлĕмсенчен эпĕ пурăнаканни çутăрах.);

4) паллă ячĕ (Кÿршĕ-аршă лайăххи килти çемьепе пĕрех.).

Хутлă пĕрлĕхри пăхăнуллă предложенин сказуемăйĕ çумне хушăнакан -и аффикс вырăс чĕлхинчи союзла сăмахпа ăна тивĕçлĕ кăтарту сăмахĕн фунцийĕсене пурнăçлать: Кĕреçе пуррисем çĕр чаваççĕ. – Те, у кого есть лопаты, копают землю.

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42