16. Хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложенисем

Пайĕсем хыç сăмахпа çыхăнакан пăхăнуллă хутлă предложение хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă теççĕ.

Пăхăнуллă хутлă предложени пайĕсене çыхăнтаракан хыç сăмахсем йышлă: хирĕç, çине, пирки, пек, евĕр, май, чух (чухне), умĕн, хыççăн, çĕре, тĕле, çинче (çинчен), вара, кура, пула, чухлĕ (чул), таран, çĕртен, тăркач. Хыç сăмахсем пăхăнуллă предложенин сказуемăйĕ хыççăн тăраççĕ.

Пăхăнуллă хутлă предложени пайĕсене хыç сăмахсем тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ пулаççĕ:

1) объект пĕлтерĕшлĕ (Пурте çĕнтерÿ çитни çинчен калаçаççĕ.);

2) пирке пĕлтерĕшлĕ (Çумăр çунă пирки çырлана каяймарăмăр.);

3) вăхăт пĕлтерĕшлĕ (Çумăр çăвас умĕн чĕкеçсем çĕр çумĕпе вĕçеççĕ.);

4) виçе пĕлтерĕшлĕ (Вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшăп сана.);

5) хирĕçлев пĕлтерĕшлĕ (Компьютер пур çинче алăпа çыратăн.);

6) япалан е ĕçĕн палли, танлаштару пĕлтерĕшлĕ (Чĕкеç чĕвĕлтетнĕ евĕр калаçать ман йăмăк.).

Хутлă пĕрлĕхĕн пайĕсем хыç сăмахпа çыхăннă чухне пăхăнуллă предложенин сказуемăйĕ е ят сăмахран, е причастирен пулать. Пăхăнуллă предложенийĕ е тĕп предложени умĕн, е ун варрине вырнаçать, сайра хутра вĕçне те тухса тăрать:

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)