14. Союзлă пăхăнуллă хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Союзлă пăхăнуллă хутлă предложенисеем

Пайĕсем союзпа çыхăнакан пăхăнуллă хутлă предложение союзлă пăхăнуллă хутлă теççĕ.

Союзлă пăхăнуллă хутлă предложенисен ушкăнĕсем:

1) пирке пĕлтерĕшлĕ (Уй-хир шăпланчĕ, мĕншĕн тесен кĕрхи ĕçсем вĕçленчĕç.);

2) тĕллев пĕлтерĕшлĕ (Тавлашу часрах вĕçлентĕр тесе эпĕ шăплантăм.);

3) тĕллевпе услови пĕлтерĕшлĕ (Çĕнтерÿ пултăр тесен чылай вăй хумалла.);

4) килĕшÿ пĕлтерĕшлĕ (Сехете эпĕ çĕмĕртĕм пулин те анне мана ятламарĕ.);

5) услови пĕлтерĕшлĕ (Çын хăй тăрăшмасть тĕк манăн ăна епле пулăшас?).

Тесе, тесен, пулсан, пулсан та, пулин те союзсем глаголăн сăпатсăр тата сăпатлă формисенчен пулнă.

Эхер, ешĕл, хуть (хăть), тăк (тĕк), мĕншĕн тесен (ма тесен) союзсене ют чĕлхесенчен йышăннă.

Союз – пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕ, çавăнпа та уйрăм ыйтăва хуравламасть, предложени членĕ пулмасть.

Асра тытăр! Пăхăнуллă союзсем яланах пăхăнуллă предложенипе тĕп предложение çыхăнтармаççĕ, хутсăр предложенин членĕсене те çыхăнтарма пултараççĕ, çавăнпа та пăхăнуллă союзпа çыхăнакан сăмахсен пĕрлешĕвне вĕсен шутĕнче подлежащипе сказуемăй пек çыхăнакан сăмахсем е сăпатлă формăри глагол пулсан кăна пăхăнуллă предложени теме пулать.

Сӑн пуххисем

Союзлă пăхăнуллă хутлă предложенисеем

Союзлă пăхăнуллă хутлă предложенисеем
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен