Теори материалӗсем
Пăхăнуллă хутлă предложени ушкăнĕсем
Пăхăнуллă хутлă предложенисене тĕрлĕ енчен ушкăнлама пулать.
Çыхăну мелĕсене кура пăхăнуллă хутлă предложенисене çак ушкăнсене уйăраççĕ:
1) союзлă пăхăнуллă хутлă предложенисем (Ачи сывалтăр тесе амăшĕ эмел курăкĕнчен чей вĕретрĕ.);
2) союзла сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложенисем (Кам килти ĕçе туса пĕтерчĕ, çав урама тухма пултарать.);
3) хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложенисем (Аслати авăтнă чух телефона сÿнтермелле.);
4) пайĕсене аффикссемпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем (Кайăк юрлани чуна савăнтарать.);
5) пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложенисем (Кăмăл савăк вăхăтра юрлас килет.).
Пăхăнуллă предложенисен пĕлтерĕшĕсем йышлă. Вĕсем ĕç тăваканнине, калаçу кам е мĕн çинчен пынине, япалан паллине, ĕçĕн паллине, вăхăтне, вырăнне тата ыттине те палăртма пултараççĕ. Пĕлтерĕшĕсемпе предложени членĕсем евĕр пулнине кура пăхăнуллă предложенисене те предложени членĕсем пекех ушкăнлама пулать:
1) подлежащи пулакан пăхăнуллă предложенисем (Мĕн акатăн, çав шăтать.);
2) сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложенисем (Çини мĕнле, ĕçлени çавнашкал.);
3) дополнени пулакан пăхăнуллă предложенисем (Эпĕ çумăр çунине сăнама юрататăп.);
4) определени пулакан пăхăнуллă предложенисем (Аппа кукка вĕреннĕ университета вĕренме кĕресшĕн.);