12. Пăхăнуллă хутлă предложенисенче чарăну палли лартасси

Теори материалӗсем

Пăхăнуллă хутлă предложени:чарăну палли лартасси

Союзла сăмахсемпе тата мĕншĕн тесен (мĕн-ма тесен, ма тесен) союзпа çыхăнакан пăхăнуллă предложенисене тĕп предложенирен запятой лартса уйăраççĕ.

Эпĕ хама кирлĕ информацие тупаймарăм, мĕншĕн тесен паян Интернет ĕçлемерĕ.

Камăн ĕçĕ чи лайăххи пулать, çавă конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнма тивĕç пулать.

Ытти союзсемпе е урăх мелсемпе çыхăнакан пăхăнуллă предложенисене сăмахсен çыхăнăвне уçăмлатас тĕллевпе кăна уйрăмлатмалла.

Ыран çумăр çăвать пулсан кăмпана каймастпăр.

Халăх шавланине илтсе кукка урама тухрĕ.

Сывлăх çирĕп чух ĕçлес кăмăл пысăк.

Пĕлтерĕшĕпе пăхăнуллă предложенипе тĕп предложение иккĕшне те ăнлантаракан сăмахсене пăхăнуллă предложенирен запятойпа уйăрмаççĕ, тĕп предложение кăна ăнлантараканнисене уйăраççĕ.

Çапăçура вара кам вăйлă, çав çĕнтерет.

Манăн асанне, хăçан палан çурăлать, çавăн чухне хăяр акать.

Пăхăнуллă предложенипе тĕп предложени хушшине вĕсен иккĕшĕн те сказуемăйĕсем аффикс йышăннă чухне тире лартаççĕ.

Эпĕ çулни – трактор çулни мар.

Асра тытăр! Тĕп предложенири кăтарту сăмахĕ тухса ÿкнине калаçура чарăну туса, çырура тире лартса палăртатпăр.

Кам ĕçлемест – çимест.

Тĕп пай следстви е результат пĕлтерĕшлĕ пулнине интонаци енчен палăртма пăхăнулли хыççăн тире лартма юрать.

Çамрăксем пĕр-пĕрне ăнланмасан – çемье арканать.

Шухăш уçăмлăхĕпе палăртулăхĕшĕн подлежащи е сказуемăй пулакан пăхăнуллă предложенипе тĕп предложени хушшине тире лартмалла.

Эс телейлĕ – эп телейлĕ.

Пăхăнуллă хутлă предложени хыççăн ыйту паллине тĕп предложенийĕ ыйтуллă чухне çеç лартаççĕ.

Ыран çумăр çумасан кăмпана кайăпăр-и?

            Эсĕ мĕн шутланине эпĕ тÿрех тавçăраймарăм.

Сӑн пуххисем

Пăхăнуллă хутлă предложени:чарăну палли лартасси

Пăхăнуллă хутлă предложени: чарăну палли лартасси
Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)