Теори материалӗсем
Пăхăнуллă хутлă предложенин хутлă пĕрлĕхри вырăнĕ
Кашни пăхăнуллă предложенин хутлă пĕрлĕхре хăйне тивĕçлĕ вырăнĕ пур. Вăл вырăна мĕнле кирлĕ апла улăштарма май килмест. Тĕпрен илсен, пăхăнуллă предложенин хутлă пĕрлĕхри вырăнĕ шухăш енчен тĕп предложенипе епле çыхăннинчен килет. Шухăшĕпе пăхăнуллă предложени тĕп предложенипе пĕтĕмĕшлĕн те, унăн пайĕпе те çыхăнма пултарать. Çавна кура унăн вырăнĕ те улшăнать.
Тĕп предложенипе пĕтĕмĕшлĕн çыхăннă чухне пăхăнуллă предложени тĕп предложени умĕнче те, ун хыççăн та тăма пултарать.
Тĕп предложение пĕтĕмĕшлĕн ăнлантарнă чухне пăхăнуллă предложени унран интонаципе те уйрăлса тăрать, ун пек чухне пăхăнуллă предложенипе тĕп предложени хушшинче пысăк чарăну тăватпăр. Анчах та çырура чарăну палли пур чух та лартмастпăр.
Пăхăнуллă предложени тĕп предложенири пĕр-пĕр сăмаха е сăмах майлашăвне ăнлантарнă чухне хăй ăнлантаракан сăмахсемпе юнашар вĕсем умĕн тăма тăрăшать. Интонаци енĕпе те пăхăнуллă предложенипе вăл ăнлантаракан сăмахсем кун пек чухне пĕр ушкăна пĕрлешеççĕ.
Асра тытăр! Тĕп предложени пăхăнуллин ăшĕнче тăма пултараймасть.