10. Пăхăнуллă предложение тĕп предложенипе çыхăнтаракан мелсем

Теори материалӗсем

Пăхăнуллă предложение тĕп предложенипе çыхăнтаракан мелсем

Пăхăнуллă предложение тĕп предложенипе çыхăнтаракан мелсем çаксем:

1) хыç сăмахсем (Çумăр çунă хыççăн çанталăк сивĕтрĕ.);

2) аффикссем (Çумăр çунăран çанталăк сивĕтрĕ.);

3) пайсен вырăнĕ-йĕрки (Çанталăк сивĕ кун вăрмана каймастăп.);

4) пăхăнуллă союзсем (Çанталăк сивĕтрĕ, мĕншĕн тесен çумăр çурĕ.);

5) союзла сăмахсем (Хăçан çумăр çăвать, çавăн чухне çанталăк сивĕтет.).

Хыç сăмахсем, аффикссем, вырăнĕ-йĕрки сăмах майлашăвĕн пайĕсене те çыхăнтараççĕ. Пăхăнуллă союзсемпе союзла сăмахсем ытларах чухне пăхăнуллă предложенипе тĕп предложение çыхăнтараççĕ.

Хыç сăмахсем те, аффикссем те пăхăнуллă предложени сказуемăйĕ çумне çеç хушăнаççĕ.

Вырăнĕ-йĕрки урлă тĕп предложенири пĕр-пĕр ят сăмаха е ят сăмах ушкăнне вĕсем умĕнче тăрса ăнлантаракан пăхăнуллă предложенисем çыхăнаççĕ. Вĕсем яланах хăйсем ăнлантаракан сăмахсем умĕн тăраççĕ.

Пăхăнуллă предложение тĕп предложенипе çак пăхăнуллă союзсем çыхăнтараççĕ: тесе, тесен, пулсан, пулсан та, пулин те, мĕншĕн тесен тыт.те.

Союзла сăмахсем шутне кам, мĕн, ăçта, хăçан йышши ыйту местоименийĕсемпе наречисем кĕреççĕ. Вĕсемпе пĕлтерĕш енчен шайлашуллă местоименисемпе наречисем тĕп предложенире тăраççĕ. Тĕп предложенире тăракан тÿр килÿсене кăтарту сăмахĕсем теççĕ: кам – çав, мĕн – çав, ăçта – çавăнта, хăçан – çавăн чух.

Сӑн пуххисем

Пăхăнуллă предложение тĕп предложенипе çыхăнтаракан мелсем

Пăхăнуллă предложение тĕп предложенипе çыхăнтаракан мелсем
Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)