9. Пăхăнуллă хутлă предложени пайĕсем

Теори материалӗсем

Пăхăнуллă хутлă предложени

Пайĕсем пĕр-пĕринпе пăхăнуллă çыхăнура тăракан предложение пăхăнуллă хутлă предложени теççĕ.

Пăхăнуллă хутлă предложени пайĕсем хушшинче пăхăнуллă çыхăну пулать.

Пăхăнуллă хутлă предложени икĕ пайран тăрать:

1) тĕп предложени;

2 пăхăнуллă предложени.

Тĕп предложенин тытăмĕнче çыхăну мелĕ пулмасть. Тĕп предложени пăхăнулли варрине кĕрсе лараймасть.

Пăхăнуллă предложени тĕп предложение е унăн пĕр-пĕр пайне ăнлантарса парать, вĕсене пăхăнса тăрать. Пăхăнуллă предложенин ыйтăвĕ тĕп предложенирен тухса тăрать. Çыхăну мелĕсем пурте пăхăнуллă предложение кĕреççĕ.

Пăхăнуллă хутлă предложенире хутсăр предложенисенчен пĕри теприне пăхăнать, пăхăнаканни пăхăнтараканнинчен тухса тăракан ыйтăва хуравлать.

Пăхăнуллă предложени сказуемăйĕ глаголăн сăпатлă е сăпатсăр формисенчен те (причастипе деепричастирен), ытти пуплев пайĕсенчен те пулма пултарать. Сăпатсăр формăри глаголсемпе ытти пуплев пайĕсен пĕрлешĕвĕсене пăхăнуллă предложени тесе уйрăм подлежащи пур чухне çеç калаççĕ.

Сӑн пуххисем

Пăхăнуллă хутлă предложени

Пăхăнуллă хутлă предложени
Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем