Теори материалӗсем
Хирĕçлекен союзлă сыпăнуллă хутлă предложени
Пайĕсем хирĕçлекен союзпа çыхăннă сыпăнуллă хутлă предложенисене хирĕçлекен союзлă сыпăнуллă хутлă предложени теççĕ.
Хирĕçлев пĕлтерĕшлĕ союзсем шутне анчах, çапах (çавах), ахальлĕн, унсăрăн, атту союзсем кĕреççĕ. Усă курас енĕпе вĕсене пĕрешкел теме çук. Пĕрисем вĕсенчен пĕр йышши членсем хушшинче те, хутлă предложенири хутсăр предложенисем хушшинче те тĕл пулаççĕ (анчах, çапах), теприсем вара ытларах хутсăр предложенисене çыхăнтараçççĕ (ахальлĕн, унсăрăн, атту).
Хирĕçлекен союзсен пĕлтерĕшĕсем тÿр килменрен вĕсене пĕр-пĕринпе ылмаштарма çук.
Хăш-пĕр тĕслĕхсенче кăна хутлă предложени пайĕсен содержанийĕ анчах, çапах союзсене иккĕшне те лартма май парать. Сăмахран: Раштав уйăхĕ çитрĕ ĕнтĕ, анчах хĕл ларман-ха. Раштав уйăхĕ çитрĕ ĕнтĕ, çапах хĕл ларман-ха.
- союзпа чи анлă усă кураççĕ, вăл таса хирĕçлеве кăна палăртать, ытти пĕлтерĕш сĕмĕсем ку союзра сисĕнмеççĕ. Анчах союз яланах хăй çыхăнтаракан пуплев сыпăкĕ умĕнче тăрать: Вулавăша кĕрес терĕм, анчах алăкĕ хупă.
- союзăн хирĕçлев пĕлтерĕшĕнче килĕшÿсĕрлĕх сĕмĕ пур, çавăнпа вăл çыхăнтаракан пуплев умĕн каланинчен тухса тăмасть, унпа килĕшмен шухăша малтанхипе çыхăнтарать. Çапах союзăн пĕлтерĕшне вырăсла „однако“, „тем не менее“, „несмотря на“ сăмахсемпе куçарма пулать. Ку союзăн çирĕп вырăнĕ çук, вăл хăй çыхăнтаракан пуплев пуçламăшĕнче те, варринче те, вĕçĕнче те тăма пултарать: Кĕр çитрĕ, çапах урамра çуллахи пек ăшă. Кĕр çитрĕ, урамра çапах çуллахи пек ăшă. Кĕр çитрĕ, урамра çуллахи пек ăшă çапах.
Ахальлĕн, унсăрăн, атту – хальтерех пулса кайнă союзсем, ыттисенчен вĕсем чылай çамрăкрах. Пĕлтерĕшĕсем те вĕсен çывăх, вĕсене ялан тенĕ пекех пĕр-пĕринпе ылмаштарма пулать. Хирĕçлевсĕр пуçне вĕсен пĕлтерĕшĕнче услови сĕмĕ уçăмлăн палăрать. Ку союзсемпе çыхăнакан хутсăр предложени хутлă предложенин пĕрремĕш пайĕнче калани пурнăçланмасан мĕн пулассине палăртать: Пурçăн тутăрне çума пĕлес пулать, унсăрăн тĕсне çухатать.
Сӑн пуххисем
Хирĕçлекен союзлă сыпăнуллă хутлă предложени
