3. Сыпăнтаракан союзлă сыпăнуллă хутлă предложенисенче чарăну паллисем лартасси

Теори материалӗсем

Чарăну палли лартасси

Сыпăнуллă хутлă предложенири хутсăр предложенисене пĕр-пĕринчен запятойпа уйăрмалла. Запятойне та (те) союз хыççăн, тата союз умĕн лартаççĕ.

Пĕтĕмĕшле йĕркерен пăрăнса та (те) союз хыççăн тире лартма юрать:

1) хутсăр предложенисенчи ĕçсем пĕрин хыççăн тепри хăвăрт е кĕтмен çĕртен пулса иртсен (Аслати авăтса ячĕ те – чăх чĕпписем чăл-пар саланса пĕтрĕç.);

2) хутсăр предложенисем хирĕçле пĕлтерĕшлĕ пулсан (Чавса çывăх та – çыртма çук.);

3) хыççăнхи хутсăр предложенири ĕç умĕн тăраканнин результачĕ е следствийĕ пулсан (Тăрăшса вĕрентĕм те – атте çĕнĕ телефон илсе пачĕ.).

Асра тытăр! Сыпăнуллă хутлă предложени пайĕсене тирепе уйăрнă чухне хутсăр предложенисем хушшинче чарăну пысăкрах пулать.

Та (те) сăмах чĕлхере союз пек те, татăк пек те çÿрет. Çавăнпа хутлă предложенин тытăмне тĕрĕс палăртмалла, унсăрăн сыпăнуллă хутлă предложенисене хутсăр предложенисемпе тата çыхăну паллисĕр хутлă предложенисемпе пăтраштарма пулать.

Поезд чарăнура виçĕ минут тăчĕ те, эпир вокзалта хаçат туянса ĕлкĕртĕмĕр предложенире те союз сыпăнуллă хутлă предложени пайĕсене çыхăнтарать, çавăнпа союз хыççăн запятой лартмалла.

Поезд чарăнура виçĕ минут тăчĕ те, эпир вокзалта хаçат та туянса ĕлкĕртĕмĕр предложенире те союз хыççăн запятой лартмаллине ăнлантартăмăр ĕнтĕ. Çак предложенирех та – вăйлату татăкĕ, çавăнпа ун хыççăн запятой лартмалла мар.

Поезд чарăнура виçĕ минут тăчĕ те тапранса кайрĕ предложенире те союз пĕр йышши сказуемăйсене çыхăнтарать, çавăнпа союз хыççăн запятой лартмалла мар.

Вăхăт нумай та иртмерĕ – поезд тапранса кайрĕ çыхăну паллисĕр хутлă предложенире та – вăйлату татăкĕ, çавăнпа ун хыççăн запятой лартмалла мар.

Сӑн пуххисем

Чарăну палли лартасси

Чарăну палли лартасси
Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)