2. Сыпăнтаракан союзлă сыпăнуллă хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Сыпăнтаракан союзлă сыпăнуллă хутлă предложени

Пайĕсем сыпăнтаракан союзпа çыхăннă сыпăнуллă хутлă предложенисене сыпăнтаракан союзлă сыпăнуллă хутлă предложени теççĕ.

Сыпăнтаракан союзлă сыпăнуллă хутлă предложени пайĕсем шухăш енĕпе тĕрлĕ çыхăнура тăма пултараççĕ:

  • умлăн-хыçлăн е пĕр вăхăтра пулса иртекен ĕçсене сăнлани;
  • пĕр ĕç тепĕр ĕçĕн сăлтавĕ е результачĕ пулнине палăртни;
  • хирĕçлеве палăртни.

Çак пĕлтерĕшсемпе пĕрлешекен хутсăр предлложенисене икĕ союз – та (те), тата çыхăнтараççĕ.

Чи анлă пĕлтерĕшли – та (те) союз. Вăл умлăн-хыçлăн пулса иртекен ĕçсене сăнлакан предложенисене çыхăнтарма пултарать: Аслати кĕмсĕртетрĕ те, çумăр çуса та ячĕ.

Та (те) союзпа çыхăнакан хутсăр предложенисен пайĕсем пĕр ĕç тепĕр ĕçĕн сăлтавĕ е результачĕ пулнине палăртма пултараççĕ: Хĕвел хĕртсе пăхать те, çумăрпа йĕпеннĕ утă типе те пуçларĕ.

Çак союзах условипе следстви пĕлтерĕшлĕ предложенисене çыхăнтарма пултарать: Ху аван та, çын та аван; ху усал та, çын та усал.

Та (те) союз хирĕçлеве те палăртма пултарать: Куç курать те, шăл витмест.

Çак пĕлтерĕшсем пурте союзĕнчен ытларах вăл çыхăнтаракан предложенисен содержанийĕнчен тухса тăраççĕ. Апла пулсан, кунта ытларах сыпăнтаракан союз пĕлтерĕшĕ çинчен мар, вăл тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ предложенисене çыхăнтарма пултарни çинчен калаçас пулать. Тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ предложенисене çыхăнтарма пултарнă пирки союзăн хăйĕн пĕлтерĕшĕсем тĕксĕмленсе, сĕвĕрĕлсе пыраççĕ, вăл çыхăнăва кăна палăртакан союза тухса пырать. Чăн та, нумай чухне та (те) мĕнле пĕлтерĕше палăртнине калама та çук, вăл хăй умĕнхи предложени вĕçленменнине, ăна хыççăнхи предложенипе пĕр пĕрлĕхе кĕртмеллине çеç кăтартать.

Хирĕçлев пĕлтерĕшĕпе çыхăннă предложенисем хушшинче та (те) союзпа пĕр вăхăтрах анчах, çапах союзсене курма пулать. Аслати сайра хутра кăна кĕмсĕртетет те, анчах пĕр кĕмсĕртетнĕ чух пĕтĕм тĕнче кисренет.

Вырăнне илес пулсан та (те) союз яланах хутлă предложенин пĕрремĕш хутсăр предложенийĕ хыççăн тăмасан та пултарать, анчах кирек хăçан та ун сказуемăйĕ хыççăн вырнаçать: Хĕвел пăхрĕ те кунĕпе, çулнă утă типсех кайрĕ.

Пĕрремĕш предложенин сказуемăйĕ çумĕнче -ха татăк пур чухне та (те) союз çав татăк хыççăн та, ун умĕн те тăма пултарать: Хам кашкăрне курман та-ха, ял çыннисем курнă. Хам кашкăрне курман-ха та, ял çыннисем курнă.

Тата союзпа чăваш пуплевĕ та (те) союз пекех анлă усă курмасть. Хутлă предложенисенче тата союз ытларах чухне пĕр вăхăтри ĕçсене палăртакан хутсăр предложенисене çыхăнтарать: Аслати авăтать, тата çиçĕм çиçет.

Кунсăр пуçне тата союз умĕн калани çумне ăнсăртран тенĕ пек аса илсе хушса хунине пĕрлештерни вырăнлă: Урама тухма çумăр кунĕпех витререн тăкнă пек çăвать, тата кăмăл та савăнăçлах мар.

            Хутлă предложенире тата союз иккĕмĕш пайĕн пуçламăшĕнче тăрать.

Сӑн пуххисем

Сыпăнтаракан союзлă сыпăнуллă хутлă предложени

Союзсем
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42