Теори материалӗсем
Сыпăнуллă хутлă предложени тĕсĕсем
Сыпăнуллă союзсемпе çыхăнакан хутсăр предложенисенчен пулнă хутлă пĕрлĕхе сыпăнуллă хутлă предложени теççĕ.
Сыпăнуллă хутлă предложени пайĕсем хушшинче сыпăнуллă çыхăну пулать.
Сыпăнуллă хутлă предложение кĕрекен хутсăр предложенисем пĕрне-пĕри ăнлантармаççĕ, пĕри теприне пăхăнмасть, тытăмĕ енĕпе пĕр тĕп членлă та, икĕ тĕп членлă та пулма пултараççĕ.
Пĕр йышши членсем пекех, сыпăнуллă хутлă предложени пайĕсем сыпăнтаракан, хирĕçлекен, уйăракан союзсемпе çыхăнаççĕ.
Сыпăнтаракан союзсем пĕр вăхăтра е умлăн-хыçлăн пулакан ĕçсене сăнлакан хутсăр предложенисене çыхăнтараççĕ: Çиçĕм çиçет, тата аслати авăтать.
Хирĕçлекен союзсем содержанийĕпе пĕр-пĕрне хирĕçлекен хутсăр предложенисене çыхăнтараççĕ: Хĕвел пăхмасть, çапах çанталăк ăшă.
Уйăракан союзсемпе çыхăнакан хутсăр предложенисем ылмашăнса пыракан ĕçсене сăнлаççĕ, икĕ е темиçе ĕçрен пĕри пулассине те кăтартаççĕ: Пĕрре хĕвел пăхса илет, тепре çумăр çуса иртет.
Мĕнле союзпа çыхăннине кура сыпăнуллă хутлă предложенисене виçĕ ушкăна уйăрма пулать:
1) сыпăнтаракан союзлă сыпăнуллă хутлă предложенисем;
2) хирĕçлекен союзлă сыпăнуллă хутлă предложенисем;
3) уйăракан союзлă сыпăнуллă хутлă предложенисем.
Усă курни енчен сыпăнуллă хутлă предложени пайĕсене çыхăнтаракан союзсене икĕ ушкăна уйăрма пулать. Пĕрисем хутлă предложенин пĕр пайĕнче кăна тăраççĕ, çав пай анлăрах пĕрлĕхе кĕнине кăтартаççĕ. Кусем шутне тата, та (те), çапах (çавах), атту, ахальлĕн, унсăрăн, е союзсене кĕртме пулать. Теприсем хутлă предложенин икĕ пайне те кĕреççĕ, çав пайсем иккĕшĕ те хутлă пĕрлĕхе кĕнине кăтартаççĕ. Тытăмĕ тăрăх вĕсем е мăшарлисем (пĕрре – тепре), е икĕ хут калаканнинсем (е – е) пулаççĕ.
Видео
