Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ
Теори материалӗсем
Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ
Кашни халахăн хăйĕн тăван чĕлхи пур: вырăссен – вырăс чĕлхи, тутарсен – тутар чĕлхи, чăваш халăхĕн вара –чăваш чĕлхи. Çак чĕлхе пуррипе, çак чĕлхепе калаçнипе хамăра чăваш тесе калатпăр. Чăваш чĕлхи пуррипе чăваш халăхĕ пур, мĕншĕн тесен чĕлхе нацие пĕлтерекен паллăсенчен чи кирли.
Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать.
Тăван чĕлхене пĕлни çынна сумлă тăвать, хисеп кÿрет. Хăй халăхне маннă, тăван чĕлхипе калаçма пĕлмен çынна кам хисеплетĕр ĕнтĕ? Çавăнпа та тăван чĕлхене ĕмĕрĕпех вĕренмелле, унăн чи вăрттăн сийĕсене тĕпчемелле, калаçра усă курмалла, илемлĕхĕпе тарăнăшне пурне те кăтартса пама тăрăшмалла.
Ҫӗнӗ материал
2021.01.31 18:34

Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ (Тест презентацийĕ, авторĕ - Светлана Храмова) (rar)
2021.01.23 19:17

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: "Аннене анне тееççĕ", чăваш халăх юрри, Павел Лукоянов юрлать
2021.01.23 19:13

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Владимир Андреев, "Атте пек пулас килет", Васильев Роман калать, 4 çулта.