Теори материалӗсем
Чĕлхе тата пуплев
Чĕлхе тата пуплев ăнлавсене пĕр-пĕринчен уçăмлă уйăрса илме пĕлмелле. Вĕсене уйăрас пирки чи малтан Швейцари ученăйĕ Фердинанд де Соссюр (1857 – 1913) хăйĕн «Пĕтĕмĕшле лингвистика курсĕ» ĕçĕнче (1916) каланă. Чĕлхе – çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнмалли хатĕр. Вăл этемлĕхпе пĕрле çуралнă та майĕпен аталанса, тĕрекленсе, пуянланса пынă. Çĕр-çĕр пин çул хушши этем хăйĕн чĕлхипе калаçура кăна усă курнă. Çырулăх этемлĕх историйĕнче каярахпа кăна çуралнă. Чĕлхе тени чи малтанах этем чĕлхине пĕлтерет. Ытти чĕр чунсем те пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ. Вĕсен хутшăнмалли-пĕлтермелли мелĕсем расна: пĕрисем юрлаççĕ (кайăксем), теприсем „ташлаççĕ“ (пыл хурчĕсем), виççĕмĕшсем сĕртĕнеççĕ (кăткăсем), тăваттăмĕшсем мĕкĕреççĕ, улаççĕ (упасем, кашкăрсем) т. ыт. те. Вĕсен сассисем те пĕлтерĕшлĕ, вĕсем те пĕр-пĕринпе „калаçаççĕ“. Çапах та этем чĕлхи чĕр чунсеннинчен тĕпренех уйрăлса тăрать. Вăл пуян та кăткăс. Этем хăйĕн чĕлхипе тем калаçма та, тем çинчен пĕлтерме те пултарать. Чĕр чун чĕлхи конкретлă ситуаципе çыхăннă, этем чĕлхи – çыхăнман. Чĕлхе этемшĕн пĕлÿ хатĕрĕ те шутланать. Çапла вара, чĕлхе – ку е вăл тапхăрта пĕрле пурăнакан мĕн пур çынна хутшăнма кирлĕ паллăсемпе хатĕрсем тата правилăсем. Вĕсем çирĕплĕх пуррипе, улшăнманнипе палăрса тăраççĕ. Пуплев – чĕлхе çын хушшине тухни, халăха хутшăнтарас енĕпе ĕçлени, хутшăну ĕçĕ-хĕлĕ хăй. Пуплев ку е вăл чĕлхепе калаçакан кашни çыннăн хăйне майлă, çавна пула улшăнсах тăрать. Чĕлхепе пуплев – пĕр пулăмăн икĕ енĕ. Чĕлхе – мĕн пур çыншăн пĕр; пуплев – кашни çыннăн хăйĕн майлă. Çыру хатĕрĕпе çырнă текст хушшинче епле çыхăну пур, чĕлхепе пуплев хушшинче те çавнашкалах çыхăну палăрать. Чĕлхене çыру хатĕрĕпе танлаштарсан – пуплеве текст теме пулать. Чĕлхе вăл – пуплев (текст) тумалли хатĕр. Чĕлхе пуплевре аталанса, улшăнса пырать. Пуплевре усă курман чĕлхе çухалать, вилет. |
Пĕр-пĕр пуплев акчĕ тепринчен хăвăртлăхпа, мĕн вăхăт тăсăлнипе, сасă тембрĕпе, вăйĕпе, артикуляци уйрăмлăхĕпе, акцентпа уйрăлса тăрать. Пуплевре – калакаканнин кăмăл-туйăмĕ, хутшăнури тĕллевĕ, итлекене мĕнле хаклани, тÿрĕлĕхĕ палăрать. Пуплеве кăмăл-сипет тата илемлĕх енчен те пахалама май пур. Çавăнпа текст тăрăх унăн авторне те хаклама пулать.
