23. Хутлă предложенин паллисем

Теори материалӗсем

Хутлă предложени мĕнле пулать?

Хутлă предложенире хутсăр предложени пек пайсем пур. Вĕсем иккĕ е ытларах пулаççĕ.

Тĕслĕхсем:

Хĕвел анчĕ, яла кĕтÿ кĕчĕ.

Хĕвел анчĕ те, яла кĕтÿ кĕчĕ.

Хĕвел анаспа яла кĕтÿ кĕчĕ.

Хĕвел аннă чух яла кĕтÿ кĕчĕ.

Пĕрремĕш предложенире икĕ хутсăр предложени пурри тÿрех курăнать. Иккĕмĕш предложени пĕрремĕш предложенирен те союз пуррипе кăна уйрăлса тăрать. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш предложенисем малтанхи иккĕшĕнчен сăн-сăпачĕпе уйрăмтарах тăраççĕ. Апла пулин те хĕвел ан сказуемăйпа подлежащи çыхăнăвĕ пур пĕрех упранса юлать. Çавăнпа предложенисене пурне те хутлă предложени тетпĕр. Предложенисенче пуринче те подлежащипе сказуемăй пек çыхăннă пайсем хĕвел ан тата кĕтÿ кĕчĕ пур.

Çапла вара, хутлă предложени хутсăрринчен подлежащипе сказуйемăй перлешĕвĕсем иккĕ е ытларах пулнипе уйрăлса тăрать. Подлежащипе сказуемăй пĕрлешĕвĕ, çитменнине, пăхăнуллă хутлă предложенин пăхăнуллă пайĕнче яланах пулмалла.

Видео

Хушма каҫӑсем

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)