22. Пайăр мар тÿрĕ пуплев

Теори материалӗсем

Пайăр мар тÿрĕ пуплев

Пайăр мар тÿрĕ пуплев – илемлĕ литература хайлавĕсенче сăнланă персонажсен шухăшне, мĕн курнипе илтнине, туйнине ятарлă пунктуаци паллисемпе палăртмасăр автор сăмахĕсемпе каласа паракан ятарлă стиль мелĕ.

Пайăр мар тÿрĕ пуплевре калаканни хăйĕнчен мар, кам çинчен сăмах пырать, çавăн ячĕпе калаçать. Çавăнпа пуплев шухăшĕ икĕ çĕртен тухнă пек туйăнать.

Çамрăксем шыв сыпнă пек шăпланчĕç, вĕсене кашнинех Коля пиччĕшĕ, хаваслă та маттур Валери аса килчĕ. Кĕçĕр те улахра хĕрсемпе калаçса куласскер, таçти ют тусем хушшинче выртать ĕнтĕ вăл; таçта унăн тăпри, таçта унăн хĕрлĕ çăлтăрлă пĕчĕк палăкĕ; таçта-ха вăл Маньчжури текен çĕр-шывĕ те; илтессе ун çинчен пурте илтнĕ, кĕнеке-карттă çинче те куркаланă, анчах вăл ку ялтан тахăш еннерех, ку ялтан темиçе пин çухрăмра; те ăшă халь унта, те сивĕ? (А. Артемьев.)

Пĕрремĕш предложени – автор калани. Иккĕмĕш предложени – çамрăксем Валерие аса илни. Кунта писатель хăй мар, çамрăксем Валери çинчен шухăшланă пек пулса тухать.

Пайăр мар тÿрĕ пуплевре тÿрĕ пуплев уйрăмлăхĕсем те, тÿрĕ маррисен уйрăмлăхĕсем те пĕрлешсе каяççĕ. Ку вара лексикăра та, пуплеве еплерех йĕркеленинче те палăрать. Калаканни ытларах хăйĕн кăмăл-туйăмне мар, хăйĕн персонажĕн кăмăл-туйăмне палăртма тăрăшать, пуплеве те çав енчен йĕркелет, çав енчен сăнарлать. Çиелтен пăхсан автор хăй мар, унăн персонажĕ калаçнă пек пулса тухать. Чĕлхе енчен кунта глагол формисем улшăннине курма пулать, тепĕр чух местоименисем ылмашăнаççĕ. Калăпăшĕ енчен пайăр мар тÿрĕ пуплев темиçе сăмахран пуçласа абзац таранах ÿсме пултарать.

Пайăр мар тÿрĕ пуплев писателе чăнлăха хăй ăнланнă пек кăна мар, персонаж куçĕпе курса е хăлхипе илтсе те сăнлама май парать. Çавна май чăнлăх ÿкерчĕкĕ калăплăх туянать.


ĔÇ: Видеосăвва тимлĕ итлĕр, ку сценăна пайăр мар тÿрĕ пуплевлĕ теме пулать-ши?

 

Видео

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42