Уйрăмлату правилисем

Теори материалӗсем

Уйрăмлату правилисем

Уйрăмлатнă сăмахсене кăтартма  запятой е тире лартаççĕ:

Таня та, кăна пĕрре те кĕтменскер, малтанах нимĕн те хирĕçлеймерĕ. Икĕ савнă чун – Кĕçĕн урамри Вовăпа Аслă урамра ÿснĕ Кĕтерук – пĕрлешрĕç ун чух.(О. Вас.)

2. Хăш-хăш чухне шухăш уçăмлăхĕшĕн предложенин пĕр-пĕр сыпăкне умĕнхи сăмахсенчен уйрăмлатса калани те çителĕклĕ:

Чирлĕ Хветуç хăйĕн ывăлĕсем – хăйĕн телейĕ çине пăхса пĕр-икĕ хутчен вăйсăррăн кулса илчĕ. (Л. Агак.)

3. Тепĕр чух предложенин хăш-хăш сыпăкне интонаципе уйрăмлатса та, уйрăмлатмасăр та калама юрать. Уйрăмлатсан запятой лартмалла, уйрăмлатмасан – лартмалла мар.

Шкул директорĕ, Василий Петрович, уяв ячĕпе саламларĕ.

 

Шкул директорĕ Василий Петрович уяв ячĕпе саламларĕ.

Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем