Теори материалӗсем
Уйрăмлатнă сăмахсем. Уйрăмлатни тенине епле ăнланмалла?
Уйрӑмлатнă сӑмахсем – хӑйсен предложенири ҫыхӑнӑвне интонаципе палӑртакан сӑмахсем. Уйрăмлатни тенипе уйăрни тени пĕлтерĕш енчен пĕр мар. Уйрăмлатни – сăмахсем предложенире хăйне майлă çыхăнура тăнине палăртни. Сăмахсен çыхăнăвне пуплевре интонаципе (паузăсемпе) е вĕсемсĕр, çырура чарăну паллисемпе (запятойсемпе, тиресемпе) е вĕсемсĕр кăтартаççĕ. Уйăрни – икĕ пая пайлани. Вăл пĕр йышши членсене пĕр-пĕринчен уйăрнă чух, хутлă предложенин пайĕсен чиккинче чарăну палли лартнă чух тĕл пулать. Уйрăмлатнин сăлтавĕсем: 1. Интонаципе уйрӑмлатни предложенири сӑмахсен ҫыхӑнӑвне тӗрӗс палартма май парать. Эпӗ те, сан пек, чӗр чунсене юрататӑп предложенире сан пек сăмахсене уйрăмлатсан сан пек юрататăп тесе ăнланмалла, уйрăмлатмасан – сан пек чĕр чунсене тесе. 2. Интонаципе уйрӑмлатакан сӑмахсем хӑйсем умӗнчи сӑмахсен пӗлтерӗшне уҫса параҫҫӗ, тӗрӗслетсе кӑтартаҫҫӗ: Коля, манăн тусăм, авиаци институтне летчика вĕренме кĕресшĕн. 3. Хӑш-пӗр чух интонаципе уйрӑмлатни ҫеҫ пӗр сӑмаха тепринпе ҫыхӑнма май парать: Акă вăл, çĕнтерÿçĕ, пирĕнпе пĕр класра вĕренекен, шкул чысне республика шайĕнче хÿтĕлеме пултарчĕ. Уйрăмлатнă сăмахсем шухăшĕпе предложенипе пĕтĕмĕшлĕн те, унăн пĕр-пĕр пайĕпе те, уйрăм сăмахпа та çыхăнма пултараççĕ. Уйрăмлатнă сăмахсем предложенин пĕр-пĕр членĕпе е унăн ушкăнĕпе çыхăнакан тĕслĕхсем: 1) подлежащипе (е унăн ушкăнĕпе): Эпĕ, кая юлса килнĕскер, шăппăн хыçала кĕрсе лартăм; 2) сказуемăйпа (е унăн ушкăнĕпе): Саите сцена çинче тăрать – хитре чăваш тумĕпе, тухьяпа; 3) дополненипе (е унăн ушкăнĕпе): Пире, залра ларакансене, хăйĕн илемлĕ сассипе савăнтарчĕ; |
4) обстоятельствăпа (е унăн ушкăнĕпе): Паян, шăмат кун, çемйипех концерт пăхса савăнтăмăр.
