13. Чĕнÿ

Теори материалӗсем

Чĕнÿ

Чĕнÿ (обращени) тесе кама е мĕне чĕнсе каланине пĕлтерекен сăмаха е сăмахсене калаççĕ.

Чĕнÿ:

  • нимĕнле члена та пăхăнмасть;
  • нимĕнле ыйтăва та хуравламасть;
  • предложени членĕ те пулмасть;
  • анлă е ансăр пулать.

Содержанийĕпе чĕнÿсем предложени шухăшĕпе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнаççĕ, итлекене каланине тăнлама хистеççĕ. Çав вăхăтрах чĕнÿ калаканни итлекенни çине мĕнлерех пăхнине (кăмăлланине-кăмăлламаннине, хисепленине-хисеплеменнине т. ыт. те) палăртать.

Анлă чĕнÿре ăнлантару сăмахĕсем пулаççĕ: Ытарайми аннеçĕм, нихăçан та ан чирле.

Чĕнÿсем çынна çеç мар, тĕрлĕ япалапа пулăма та пĕлтерме пултараççĕ: Хаяр хура пĕлĕтсем, иртсе кайăр кунтан хăвăртрах!

Чĕнÿ тĕп падежра пулать. Предложени пуçламăшĕнче те, варринче те, вĕçĕнче те тăма пултарать. Атнер, кил кунта. Кил, Атнер, кунта. Кил кунта, Атнер.

Пĕр предложенирех чĕнÿ иккĕ-виççĕ пулма пултарать: Хаклă юлташăм, Атнер, сана çирĕп сывлăх сунатăп.

Çырура чĕнÿсене запятойпа уйăраççĕ: Ан ÿпкелешсем, Сетнер, мĕншĕн çынна ÿпкелес?

 

Предложени пуçламăшĕнчи чĕнĕве вăйлă туйăмпа каланă чухне ун хыççăн кăшкăру палли лартаççĕ, малалли сăмаха пысăкран пуçласа çыраççĕ: Хисеплĕ Атнер Петрович! Çуралнă кун ячĕпе Сире чун-чĕререн саламлатпăр. Кун пек чухне чĕнĕве уйрăм предложени тесе пăхмалла.

Видео

Ҫӗнӗ материал
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ