Теори материалӗсем
Союзсемпе çыхăнакан пĕр йышши членсем
Пĕр йышши членсем ытларах сыпăнуллă союзсемпе çыхăнаççĕ. Вĕсем виçĕ ушкăна уйрăлаççĕ: сыпăнтараканнисем, хирĕçлекеннисем, уйăраканнисем.
Сыпăнтаракан союзсем: та (те), тата, ни-ни. Тĕслĕхсем: Пирĕн ял пысăк та илемлĕ. Унта шкул тата лавкка пур. Ял варринче ни кÿлĕ, ни пĕве çук.
Хирĕçлекен союзсем: анчах, çапах. Тĕслĕхсем: Паян уяр, анчах сивĕ. Ăшă тăхăнтăм, çапах шăнтăм.
Уйăракан союзсем: е, е-е, те-те, пĕр-пĕр, пĕрре-тепре. Тĕслĕхсем: Каникулта Шупашкара е Мускава каятăп. Мускава е пиччепе, е аппапа каятăп. Экзамен те биологипе, те историпе тытас? Шăллăм пĕр кĕрет, пĕр тухать. Çумăр пĕрре çăвать, тепре çумасть.
|
Союзсăр пуçне пĕр йышши членсем пĕрлелĕх падеж аффиксĕпе те çыхăнма пултараççĕ. Ку аффикс е пĕр йышши членсене иккĕшне çыхăнтарать, е ярăмри пĕр йышши членсене мăшăрăн-мăшăрăн пĕрлештерет: Паян хуларан куккапа инке килчĕç. Вĕсене хăналама анне чăкăтпа шăрттан, хуплупа пÿремеч хатĕрлерĕ.
