11. Тĕп членсăр предложенисен тĕсĕсем

Теори материалӗсем

Тĕп членсăр предложенисен тĕсĕсем

Тĕп членсăр предложенисенче е подлежащи, е сказуемăй, е иккĕшĕ те пулмасть тата кирлĕ те мар. Çавăнпа предложенисене виçĕ ушкăна уйăраççĕ:

1) подлежащисĕр предложенисем;

2) сказуемăйсăр предложенисем;

3) тĕп членсем иккĕшĕ те çук предложенисем.

Предложенире сăмахсем сказуемăй тавра пуçтарăнаççĕ. Подлежащин сăпачĕпе хисепĕ сказуемăйра палăрать. Çавăнпа сказуемăйпа подлежащине тĕп членсем теççĕ. Предложенишĕн чи кирли – каланин содержанине чăнлăхпа çыхăнтарасси. Ăна наклоненипе вăхăт формисем тăваççĕ. Вĕсем вара сказуемăй çумĕнче пулаççĕ.  Çав вăхăтрах  пуплевре подлежащисĕр предложенисем тăтăш тĕл пулаççĕ. Вĕсен пĕлтерĕшĕсем те нумай енлĕ.

Подлежащисĕр предложенисен паллисем:

1) подлежащи çук, кирлĕ те мар:

- ĕç тăваканни сказуемăйăн сăпатлă форминчен паллă: Юрăçă пулăн;

- ĕç тăваканни чĕнÿрен паллă: Пÿлĕмре, Тимук, ан шăхăр;

- тĕп вырăна ĕç тухса тăрать: Пушар хыççăн витрепе чупмаççĕ;

2) подлежащи çук, пулма та пултараймасть; сказуемăя пĕрлешекен сăмахсемпе формăсем – (-ас(-ес) пул, -ас(-ес) кил, -малла (-мелле) пул, -са(-се) пул, -ма(-ме) тив): Санăн кĕнеке вулас пулать; Ыран çемье вулавĕн çуртне кайма тивет;

3) подлежащи пулма пултарать, анчах ăна калама кирлĕ мар; сказуемăя пĕрлешекен сăмахсемпе формăсем – (-ас(-ес), -ас(-ес) çук, - малла (-мелле), -малла (-мелле) мар, -ма(-ме) çук: Çынна япăх тăвас çук; Шкулта тăрăшса вĕренмелле;

4) тавралăх лару-тăрăвне уçса пани: Сивĕтет;

5) çын кăмăл-туйăмне уçса пани: Шăнтать; Вĕрилентерет.

Сказуемăйсăр предложени паллисем: сказуемăй çук, кирлĕ те мар; предложенисен содержанийĕ хальхи вăхăтпа çыхăнать, тытăмĕнче:

1) япала ячĕпе унăн ушкăнне кĕрекен сăмахсем çеç пулаççĕ: Уй варринчи лаштра юман;

2) япала ячĕн ушкăнне кĕмен сăмахсем те пулаççĕ: Уй варринче лаштра юман.

Сказуемăйсăр предложенисен тĕсĕсем нумай мар. Вĕсенче подлежащи умĕн определени пулакан сăмахсем те, дополнени е обстоятельство пулакан сăмахсем те тăма пултараççĕ. Определениллĕ сказуемăйсăр предложенисем тавралăха е çын сăн-сăпатне кĕскен те ÿкерчĕклĕн сăнарлама май параççĕ. Дополнениллĕ е обстоятельствăллă сказуемăйсăр предложенисем ытларах ваттисен сăмахĕсенче пулаççĕ.

 

 

Тĕп членсем иккĕшĕ те çук предложени палли: подлежащи те, сказуемăй та çук, кирлĕ те мар: Пур чух – пылпа, çук чух – шывпа. Тĕп членсем иккĕшĕ те çук предложенисенчи сăмахсене пĕр-пĕринпе вĕсен содержанийĕ (темăпа рема пурри) кăна çыхăнтарать.

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)