10. Предложенисене членсем тăрăх тишкересси
Теори материалӗсем
Предложенисене членсем тăрăх тишкересси
Предложенисене членсем тăрăх тишкермелли йĕрке 1. Предложени никĕсне тупăр, подлежащипе сказуемăй формисем мĕнле пуплев пайĕнчен пулнине палăртса кăтартăр. 2. Хăш сăмах туртăмĕнче тăнине шута илсе кашни кĕçĕн члена черетпе ыйту парăр. Ыйтăва хуравласа вăл мĕнле член пулнине, пĕлтерĕшне, хăш пуплев пайĕнчен пулнине палăртăр. Тишкерÿ тĕслĕхĕ Манюк аппа хуларан анчах çитрĕ. Подлежащи – аппа – япала ячĕ; сказуемăй – çитрĕ – глаголăн сăпатлă форми. Хăçан çитрĕ?– анчах – обстоятельство, ĕçĕн вăхăтне пĕлтерет, наречи. Ăçтан çитрĕ? – хуларан – обстоятельство, ĕçĕн вырăнне пĕлтерет, япала ячĕ. Хăш аппа? – Манюк – определени, япалан камăннине пĕлтерет, япала ячĕ. |
Хушма каҫӑсем
Ҫӗнӗ материал
2021.01.31 18:34

Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ (Тест презентацийĕ, авторĕ - Светлана Храмова) (rar)
2021.01.23 19:17

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: "Аннене анне тееççĕ", чăваш халăх юрри, Павел Лукоянов юрлать
2021.01.23 19:13

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Владимир Андреев, "Атте пек пулас килет", Васильев Роман калать, 4 çулта.