9. Обстоятельство

Теори материалӗсем

Обстоятельствăсем

Ĕç мĕнлелĕхне, вăхăтне, вырăнне, сăлтавне, тĕллевне кăтартакан кĕçĕн члена обстоятельство теççĕ.

Обстоятельствăсем тĕрлĕ пуплев пайĕнчен  пулаççĕ:

1) япала ятĕнчен: Марье кинемей театрта ĕçлет;

2) паллă ятĕнчен: Вăл хитре юрлать;

3) хисеп ятĕнчен: Эпĕ сана виççĕ каларăм;

4) местоименирен: Темшĕн чуна йывăр;

5) наречирен: Ванюш йысна Мускавран паян килчĕ.

6) евĕрлев сăмахĕнчен: Тарье инке чĕвĕл-чĕвĕл калаçать;

7) глаголăн сăпатсăр форминчен: Иван пичче хулана вĕренме кайрĕ.

Обстоятельствăсем ытларах глагола ăнлантараççĕ, пахалăх пĕлтерĕшлĕ ытти сăмахсене те ăнлантарма пултараççĕ: Асатте тĕлĕнмелле илемлĕ сĕтел-пукан ăсталать Тĕлĕнмелле причасти, илемлĕ паллă ятне ăнлантарса уншăн обстоятельство пулать.)

Обстоятельствăсем хăйсем ăнлантаракан сăмахпа вырăнĕ-йĕркипе те (тăрăшса вĕрен), аффикссемпе те (шкулта вĕрен), хыç сăмахсемпе те (уроксем хыççăн вĕрен) çыхăнаççĕ.

Обстоятельствăсен пĕлтерĕшĕсем йышлă:

1) мĕнлелĕх обстоятельствисем: Йăмăк хитре (мĕнле?) ташлать;

2) вăхăт обстоятельствисем: Ыран (хăçан?) ăмăртăва хутшăнатăп;

3) вырăн обстоятельствисем: Кукка хулара (ăçта?) пурăнать;

4) пирке обстоятельствисем: Вăтаннипе (мĕншĕн?) хĕрелсе кайрăм;

5) тĕллев обстоятельствисем: Кружока ташлама (мĕн тĕллевпе?) çÿретĕп;

6) виçе обстоятельствисем: Çиччĕ (миçе?) виç те пĕрре (миçе?) кас.

 

Обстоятельство дополненирен пĕлтерĕшĕпе тата ыйтăвĕсемпе уйрăлса тăрать. Падеж ыйтăвĕсенчи сăмахсем дополнени пулаççĕ, ыттисем пурте – обстоятельство ыйтăвĕсем. Пĕр формăри сăмахах падеж ыйтăвĕнче чух дополнени пулать (Пирĕн çĕр-шыв вăрмантан пуян. – Мĕнрен?), ытти ыйтусенче чух – обстоятельство (Кукаçи вăрмантан тухрĕ. – Ăçтан?)

Видео

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)