Теори материалӗсем
Определени
Япала ятне ăнлантаракан кĕçĕн члена определени теççĕ. Определени япалан тĕрлĕ паллине кăтартма пултарать: мĕнрен тунине (йывăç сĕтел), япала камăннине е мĕнĕннине (пичче телефонĕ), вăхăта (кĕрхи каç), вырăна (ялти пĕве), хисепе (вунă ача) т. ыт. те. Хăй ăнлантаракан сăмахпа определени вырăнĕ-йĕркипе те (хитре юрă), аффикссемпе те (аппан кĕнеки), хыç сăмахсемпе те (хурăн пек хĕр) çыхăнать. Определени тĕрлĕ пуплев пайне кĕрекен сăмахсенчен пулать: 1) япала ятĕнчен (кĕмĕл çĕрĕ); 2) паллă ятĕнчен (шурă чечек); 3) хисеп ятĕнчен (саккăрмĕш класс); 4) местоименирен (пирĕн класс); 5) евĕрлев сăмахĕнчен (чĕвĕл-чĕвĕл хĕр); 6) глаголăн сăпатсăр форминчен (ташлакан каччă). Япала ятĕнчен пулакан определенисем чăваш чĕлхинче хăйсем ăнлантаракан сăмахпа падеж, хисеп енчен килĕшсе тăмаççĕ. Çавăнпа вĕсене вырăс чĕлхинчи пек приложени теме сăлтав çук. Чăваш чĕлхинче определенисене хăйсем ăнлантаракан сăмахран уйрăм çыраççĕ: юман йывăç, хĕрарăм тухтăр, хăр ача, вырсарни кун. |