5. Подлежащипе сказуемăй хушшине тире лартасси
Теори материалӗсем
Подлежащипе сказуемăй хушшине тире лартасси
Шухăша уçăмлăрах, калас тенине палăртуллăрах тăвас тĕллевпе подлежащипе сказуемăй е вĕсен ушкăнĕсем хушшине тире лартаççĕ: Манăн йăмăк – вуннăра. Шухăш уçăмлăхĕ çителĕклĕ, ăна ятарлă палăртма кирлĕ мар чухне тĕп членсем е вĕсен ушкăнĕсем хушшине тире лартмаççĕ: Манăн аппа тухтăр. Подлежащи хыççăн унăн шухăш пĕлтерĕшне вăйлатма вăл сăмах лартма пулать. Ун пек чухне тире çав сăмах хыççăн пулать: Подлежащи вăл – тĕп член. |
Шухăша палăртуллăрах, уçăмлăрах тăвас тĕллевпе предложенин кирек хăш пайне те тире лартса уйăрма юрать: Тĕнчере – тĕрлĕ кĕнчеле.
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:10

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Петӗр Хусанкай. Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Торгашова Эвелина вулать