3. Сказуемăй

Теори материалӗсем

Сказуемăй

Сказуемăй – предложенин тĕп членĕсенчен пĕри. Вăл подлежащи ĕçне е пĕр-пĕр паллине кăтартать, мĕн тăвать? мĕн вăл? кам вăл? мĕнле вăл? йышши ыйтусенче тăрать.

Сказуемăй ытларах сăпатлă тата сăпатсăр формăри глаголтан пулать: Иртенпех çумăр çăвать. Çĕрле те çумăр çунă. Ытти пуплев пайĕсем те сказуемăй пулма пултараççĕ: Манăн атте – тухтăр. Çанталăк ăшă. Манăн йăмăк вуннăра. Ку кĕнеке манăн. Вăл яланах чĕвĕл-чĕвĕл.

 

Ытти членсем пекех, сказуемăй пĕр сăмахран та, темиçе сăмахран та тăма пултарать. Эпĕ хулана каятăп. Эпĕ хулана кайса килетĕп.

Сказуемай

Предложени членĕсем çинчен сăмах пуçарсан пуçа тÿрех подлежащипе сакзуемăй кĕрет. Вĕсене эпир тĕп членсем тетпĕр. Анчах та  тан-ши вĕсем? Ку ыйту çине ăсчахсем тĕрлĕ хурав параççĕ. Пĕрисем иккĕшĕ те шăп та шай пĕр тан тесе ĕнтереççĕ. Теприсем подлежащи пуç пулса тăрать теççĕ. Виççĕмĕшĕсем вара сказуемăй чи кирлĕ тĕп член тесе пăхаççĕ.

Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем виççĕмĕш шухăш тĕрĕсрех тесе шутлаççĕ. Сăлтавĕсем çаксем:

1. Подлежащисĕр предложенисем чĕлхере анлă тĕл пулаççĕ. Çакă вара подлежащи предложенин тĕп членĕ текен шухăша хирĕçлет. Подлежащи тĕп член пулсан вăл предлженире яланах пулмалла пек:

Вăрмантан тухнă.

2. Сказуемăйăн подлежащипе танлаштарсан хăйне тивĕçлĕ форма та пур - сăпатланакан глагол. Вăл предложенире сказуемăйсăр пуçне урăх нимле член та пулма пултараймасть. Тĕп падежри сăмах подлежащи пулмасан та пултарать. Предложенире вăл çăмăллăнах урăх член та пулма пултарать, çав шутра сказуемăй та.

Тăри питĕ илемлĕ юрлакан кайăк. Кайăк юрлать юррине.

3. Сказуемăй предложенири ытти членсене пурне те хăй тавра пуçтарать. Подлежащин вара кунашкал вăй çук.

Тĕттĕмленсе çитнĕ çĕре | эпир вăрмантан тухрăмăр.

Ку предложенире сказуемăй ремăра тăракан эпир вăрмантан тухрăмăр сăмахсене пуçтарать, подлежащи те çав сăмахсен шутне кĕрет. Темăри сăмахсене вара çитнĕ сăмах пĕтĕçтерсе тăрать. Апла пулин тема ушкăнĕ рема ушкăнне пăхăнать.

Çапла вара предложенире сказуемăй тĕп вырăн йышăнать.

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42