Тăван чĕлхе – асаттесен пехилĕ

Теори материалӗсем

Тăван чĕлхе — асаттесен пехилĕ

Чăваш чĕлхи – чăваш халăхĕн наци чĕлхи. Ку чĕлхепе пирĕн асаттесемпе асаннесем, кукамайсемпе кукаçисем, вĕсен ашшĕсемпе амăшĕсем калаçнă.

Калаçу – çынсем кулленхи хутшăнура усă куракан пуплев. Ăна хирĕçле ăнлав – çыру чĕлхи. Çыруллă пуплев – хут (е ытти япаласем: хурăн хуппи, чул, пир, йывăç т. ыт.) çине ятарлă паллăсемпе çырса кăтартакан пуплев.

1730 çулта швед капитанĕ Ф. Страленберг Раççейре тыткăнта пурăннă чухне хут çинче 29 чăваш сăмахне çырса кăтартнă, кайран вĕсем кĕнекере çапăнса тухнă. XVIII-XIX ĕмĕрсенче тĕрлĕ словарь çутă кун курать, вырăсларан чăвашла куçарнă тĕн кĕнекисем пичетленсе тухаççĕ.

Чăвашсен чăн-чăн çыруллă пуплевĕ XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче И.Я. Яковлев çĕнĕ çырулăха йĕркелесе ярсан анлăн сарăлма тытăнать. Вăл ертсе пынипе кăларнă кĕнекесен чĕлхи кашни чăваш çынни ăнланмалла ансат та уçăмлă пулнă.

Литература чĕлхи – чăвашла пичетленекен кĕнекесен, хаçатсемпе журналсен, радиопа телевидени, чăваш театрĕн чĕлхи. Вăл пĕтĕм чăваш халăхĕн якатса нормăланă чĕлхи, пĕтĕм наци чĕлхин чи çÿллĕ шайĕ пулса тăрать. Литература чĕлхин нормисем фонетикăра та, морфологипе синтаксисра та, лексикăра та пур. Çав нормăсене словарьсенче, шкул учебникĕсенче, орфографипе орфоэпи справочникĕсенче çырса кăтартаççĕ, шкулта вĕрентеççĕ.

Нормăланă чĕлхе пулнă май литература чĕлхи вырăнти калаçусенчен уйрăлса тăрать. Кашни вырăнти калаçăвăн, диалектăн хăйĕн лексики, фонетикипе грамматики пур.

Чăваш литература чĕлхи халĕ икĕ формăпа палăрса тăрать:

1) литература чĕлхин çыру форми;

2) литература чĕлхин калаçу форми.

Вĕсен кашнин хăйĕн уйрăмлăхĕсем, чĕлхе хатĕрĕсем пур. Литература чĕлхи пуçланиччен чăваш ялĕсенче калаçу чĕлхи пулнă.

Литература чĕлхин калаçу тата çыру формисем, пĕрремĕшĕнчен, синтаксис тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăраççĕ. Литература чĕлхин çыру форминче хутлă предложенисен тĕрлĕ тĕсĕсем (çыхăну паллисĕр хутлă, сыпăнуллă тата пăхăнуллă хутлă предложенисем, кăткăс тытăмлă хутлă предложенисем) анлă тĕл пулаççĕ. Çырура, иккĕмĕшĕнчен, кÿртĕм сăмахсемпе предложенисем, уйрăмлатакан сăмахсем, пĕр йышши членсем анлă сарăлнă.

Литература чĕлхин калаçу форминче хăш-пĕр конструкци, тĕслĕхрен, кăткăс тытăмлă пăхăнуллă хутлă предложени, сайра тĕл пулать. Калаçура ытларах тулли мар предложени сарăлнă.

Литература чĕлхин калаçу форми кулленхи хутшăнура, калаçура тĕл пулать пулсан çыру форми вара илемлĕ литература, наукăпа искусство ĕçĕсенче, официаллă ĕç хучĕсенче сарăлнă.

 

           Чăваш чĕлхипе калаçакансем Чăваш, Тутар тата Пушкăрт Республикисенче, Самар, Чĕмпĕр, Саратов, Пенза, Оренбург, Тюмень, Иркутск облаçĕсенче йышлă пурăнаççĕ. Чăваш чĕлхи пуррипе чăваш халăхĕ пур, мĕншĕн тесен чĕлхе нацие пĕлтерекен паллăсенчен чи кирли, тĕп палли. Çапла вара, чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци пуянлăхĕ пулса тăрать.

Видео

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)