33§. Текст стилĕсем

Теори материалӗсем

Текст стилĕсем

         Стиль вăл – чĕлхе мелепе усă курнин уйрăмлăхĕ, пуплев тĕсĕсен хăйне евĕрлĕхĕ.

         Стильсене текстра хутшăнăвăн мĕнле ситуацийĕ палăрни тăрăх уйăраççĕ. Чĕрĕ калаçу манерĕ тăрăх калаçу стильне палласа илетпěр, кенеке тексчěшен кăтартуллă  паллăсем тăрăх – кěнеке стильне.

         Калаçу стилĕн тĕллевĕ – мěн те пулин пĕлтересси е мěн те пулин ыйтса пĕлесси. Калаçу ирĕклĕ, ĕçпе çыхăнман лару-тăрура, туслă хутшăнура пулса иртет. Калаçу жанрĕсем шутне калаçу кĕрет калаçу, телефонпа калаçни, туслă калаçу, диалог, монолог, калав, çыру, СМС çыру кěрет.

          Монологпа диалогăн тĕрлĕ тĕсĕ пулма пултарать: сăнлав, калав, ăслав; диалог, ыйтусем пани, мĕнле те пулин ыйту пирки пĕр-пĕрин шухăшне пĕлтерни.

            Калаçу элеменчĕсемпе писательсем ку е вăл сăнара калăплама усă кураççĕ. Çавăнпа текстра ку е вăл çын пуплевĕшĕн кăтартуллă сăмахсем, хăйне майлă йěркеленě предложенисем тĕл пулаççĕ.

Ҫӗнӗ материал
2026.01.31 12:36
2026.01.31 11:42
2026.01.31 11:32
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сурхури (Видео)
2026.01.31 11:21
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Çерем пăсса вир акрăм (видео)
2026.01.30 23:56
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Илеме курма пÿрнĕ ача" видеоурок
2026.01.30 23:47
2026.01.30 23:35
2026.01.30 23:00
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Никита Бичурин çинчен (Видео)
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио