32§. Пурлă тата çуклă предложенисем

Теори материалӗсем

Пурлă тата çуклă предложенисем

Пурлă предложенисем çуклă предложенисенчен ятарлă грамматика мелĕсем çуккипе уйрăлса тăраççĕ: Шеркее ав ял халăхĕ çывăхрах курать. 

            Пирĕн пиччен лаша пур, Мана леçме ялан пур предложенире лексика мелĕ (пур сăмах) палăртать.

            Пĕр хирĕçлеве тепĕр хут хирĕçлени те предложение пурлă тăвать: Лăпкă тинĕс те хумсăр мар.         

 Çуклă предложенире çуклăха палартмалли ятарлă мелěсем пулаççě. Вěсен   5 ушкăнě пур: 1) глагол сказуемăй çумне хушăнакан -м, -ма(-ме), -мас(-мес) аффикссем; 2) ят сăмахран пулнă сказуемăй çумĕнче тăракан -сăр(-сĕр) аффикс; 3) сказуемăй çумĕнче кăна тăма тивĕçлĕ ан, мар, çук татăксем; 4) çук паллă ячĕ; 5) çук татăкпа ытти мелсен (çуклăх аффиксĕсен, ан, çук татăксен) пĕрлешĕвĕ.

К мелсем, тěпрен илсен, сказуемăй çумěнче тăмалла. Çуклăха вăйлатакан çук татăка предложени пуçламăшне лартаççě: Тимĕр Лариванĕсен лаша çук. Çук, эп аннене нихçан кÿрентерес çук. Çак условисене пăхăнса туман предложени йăнăш шутланать, калаканни е çыраканни вырăс чěлхи витěмне кěрсе ÿкнине пěлтерет: Пулас педагог вокалистсен тĕрлĕ конкурсĕнче пĕрре мар çěнтернě. Тěрěссипе … нумай хут çěнтернě е … пěрре кăна çěнтермен темелле.

         Сказуемăя каламасăр хăварнă пулсан – çуклăх татăкĕ ытти сăмахсем çумĕнче пулма пултарать: Хам тăрăх сивĕ шыв янă пекех туйăнчĕ çак сăмахсене илтсен. Ахальтен мар иккен.           

         Грамматика йăнăшě – пурлă предложение пăснипе те пулать:

 – Тухтăр, ман грипп пур-и? – Çапла. Танлаштарăр: – Тухтăр, ман грипп пур-и? Пур.

            Çапла сăмахпа хуравлама Çапла-и? ыйту парсан кăна юрать: – Ирпе ирех çывăрса тăратăн та Атăл хěрринче улттăра пулатăн. Çапла-и? – Çапла.

Видео

Ҫӗнӗ материал
2026.01.31 12:36
2026.01.31 11:42
2026.01.31 11:32
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сурхури (Видео)
2026.01.31 11:21
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Çерем пăсса вир акрăм (видео)
2026.01.30 23:56
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Илеме курма пÿрнĕ ача" видеоурок
2026.01.30 23:47
2026.01.30 23:35
2026.01.30 23:00
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Никита Бичурин çинчен (Видео)
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио