Теори материалӗсем
Шухăш тĕшши
Шухăш тĕшши мĕнне ăнланма пĕр евĕрлĕрех темиçе предложени илĕпĕр те вĕсене танлаштарса пăхăпăр.
Мĕн асăрхатпăр-ха эпир кунта? Ку предложенисене вуланă тата каланă чухне эпир шухăш улшăннине асăрхатпăр. Малтанхи виçĕ предложенире сказуемăй умĕнчи юнашар сăмахсем шухăш тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ. 4-мĕш предложенире шухăшĕнчен ларать сказуемăй палăрать, мĕншĕн тесен предложени пуçламăшне тухса тăрать. Шухăш енчен палăрарах тăракан сăмахсем шухăш тĕшшине хăйсем çине туртса илеççĕ.
Кирек мĕнле сӑмаха е сӑмах ушкӑнне шухӑш тĕшши туса уйӑракан
мелсемпе паллашӑр
Мелсем |
Тĕслĕхсем |
Предложенири сӑмахсен вырӑнĕ-йĕрки (сказуемӑй умĕн юнашар тӑни) |
Ирхине Митя урамра йытă çури тупнă. |
Ак(ӑ), ав(ӑ) татӑксем |
Анне манна акӑ мĕн каларĕ. |
Та(те), кӑна, çеç(çех), анчах татӑксем |
Ту çинче пĕр хурӑн кӑна курӑнать. |
Татӑк пĕлтерĕшлĕ –ах аффикс |
Йĕпхÿ çумӑр вӑрманта çаплах вĕтĕртетет. |
Сӑмаха темиçе хут калани, пĕр-пĕр сасса вӑрӑмлатни |
Тулта çил кашлать, кашлать. Тĕнче мĕнле ырӑ-ӑ! |
Чăваш чĕлхинче уйрăм сăмахсемпе сăмах ушкăнĕсене шухăш тĕшши туса уйăракан ятарлă мелсем те пур.
- Тин татăк
- -çке,-иç(-ĕç,-ç),-ха,-и(м),-шим,çав,ара,вара,çак,вĕт,ĕнтĕ татăксем
- Сказуемăя çуклă формăна лартни;
- Килĕшÿ наклонении формине –ччĕ аффикс йышăнтарни;
- Глаголсене пĕрешкел формăна лартни;
Видео
Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем
