28§. Хутсăр предложенин хутшăнуран килекен тытăмĕ

Теори материалӗсем

Тема тата рема

Пĕр çын тепринпе хутшăнать пулсан вăл унтан мĕн те пулин ыйтса пĕлет е каласа парать.  Çапла майпа предложенин  икĕ пайне уйăрма май килет: эпир мĕн çинчен калаçнине кăтартакан пай (тема) тата ун çинчен пĕлтерекен пай(рема). Çак икĕ пай пĕрлĕхĕ предложенин шухăш тытăмĕ  пулать.

 Тема та, рема та пĕрер сăмахран та, темиçе сăмахран та пулма пултараççĕ. Тема подлежащипе яланах пĕр килсен те, килмесен те пултарать:

Шкулта|Ирина çыру çырчĕ.

Ку предложенире урлă йĕр умĕнчи шкулта сăмах  тема пулать, подлежащи вара - Ирина сăмах.

Ирина |çыру çырчĕ.

Кунта вара подлежащипе тема пĕр килеççĕ: Ирина.

Темăпа рема ушкăнĕсем çинчен пĕр-ик сăмах калăпăр. Темăпа рема чиккине тĕрĕс палăртас тесен  çаксене асра тытас  пулать.

1. Калаçура темăпа рема хушшинче  яланах пĕчĕк чарăну туса илетпĕр.

2. Темăпа рема пĕрер сăмахран та, сăмах майлашăвĕнчен те тăма пултараççĕ. Пуплеври чарăну шăпах вĕсем хушшине ÿкет: Ача |вылять. Темăпа рема чикки сăмах майлашăвĕнчи сăмахсем хушшине лармасть.

3. Темăра та, ремăра та тĕп сăмах пур.  Вĕсене шухăш ушкăнĕсенчи ытти сăмахсем пăхăнса тăраççĕ.

Видео

Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем