27§. Сăмах майлашăвне вĕреннине аса илмелли ыйтусемпе ĕçсем

Теори материалӗсем

Сăмах майлашăвăн хăш-пĕр вăрттăнлăхĕсем

Сăмах уйрăм ăнлава (япалана, хисепе, ĕçе т. ыт те) палăртать, сăмах майлашăвĕ çав ăнлава тĕрĕсрех, конкретлăрах кăтартать. Сăмах майлашăвĕ япалапа унăн пĕр-пĕр паллине, ĕçпе унăн паллине кăтартать. Сăмах майлашăвĕ хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахсенчен çеç йĕркеленет. Хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахпа пулăшу сăмахĕ пĕрлешни сăмах майлашăвĕ тумасть: анне валли, уяв чух.

Сăмах майлашăвĕ пĕлтерĕшĕ енчен пĕр-пĕринпе çыхăнма пултаракан сăмахсенчен çеç йĕркеленет: канлĕ çывăр, илемлĕ юрă, лайăх вĕрен.

Сăмах майлашăвĕсем предложени пайĕсем шутланаççĕ. Анчах та сăмах майлашăвĕсене предложенисĕр те тĕпчеме пулать, мĕншĕн тесен сăмахсем пĕр-пĕринпе çыхăнасси, тĕпрен илсен вĕсен пĕлтерĕшĕнчен килет.

Предложенирен уйăрса пăхнă чухне сăмах майлашăвĕсене, сăмах пекех, пуçламăш формăра илеççĕ: утмăла çит, вăрăм ĕмĕр.


ĔÇ: Видеосăвва тимлĕн итлĕр, пĕр анлă сăмах майлашăвне çырса илĕр.

 

Видео

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Сăмах майлашăвĕ, тест 0.00 Kb | уҫланӑ: 610
Ҫӗнӗ материал
2026.01.31 12:36
2026.01.31 11:42
2026.01.31 11:32
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сурхури (Видео)
2026.01.31 11:21
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Çерем пăсса вир акрăм (видео)
2026.01.30 23:56
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Илеме курма пÿрнĕ ача" видеоурок
2026.01.30 23:47
2026.01.30 23:35
2026.01.30 23:00
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Никита Бичурин çинчен (Видео)
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио