26§. Сăмах майлашăвĕн тытăмĕ

Теори материалӗсем

Сăмах майлашăвĕн тытăмĕ

Калăпăшĕ енчен сăмах майлашăвĕ ансăр е анлă пулать.

Ансăр сăмах майлашăвĕ икĕ сăмах пĕрлешнипе пулать: çутă ĕмĕт, пурçăн тутăр. Пăхăнуллă çыханури сăмахсем кăна сăмах майлашăвĕ  йĕркелеме пултараççĕ. Çавна май пăхăнуллă çыхăнăва палăртакан хыç сăмахсемпе союзсене те сăмах майлашăвĕн пайĕ тесе шутлама тивет: анне валли илтĕм, курас тесе килтĕмĕр. Тухса ÿкрĕ, шăнса кайрăм йышши пĕрлешÿсем те сăмах майлашăвĕ пулаççĕ. Пурте вĕсем – ансăр сăмах майлашăвĕсем.

Сыпăнуллă çыхăнури сăмахсем сăмах майлашăвĕ тумаççĕ.

Мăшар сăмахсем тата сăмаха икĕ хут калани те пĕр сăмах вырăнне шутланаççĕ: кунĕн-çĕрĕн ĕçле.

Ансăр сăмах майлашăвĕн тĕп сăмаĕх вырăнĕнче япала ячĕ те, глагол та, ытти пуплев пайĕсем те тăма пултараççĕ. Япала ятне те, глагола та тĕрлĕ пуплев пайне кĕрекен сăмахсем ăнлантараççĕ.

Анлă сăмах майлашăвĕ виçĕ е ытларах сăмахран тăрать. Ансăрри пекех, вăл та икĕ пайлă пулать: пери – тĕп пайĕ, тепри – пăхăнаканни. Тĕслĕхсем:

1) тĕп пайĕ – сăмах майлашăвĕ, пăхăнаканни – сăмах: çĕнĕ пурçăн тутăр;

2) тĕп пайĕ – сăмах, пăхăнаканни – сăмах майлашăвĕ: чечек шăршиллĕ улăх;

3) тĕп пайĕ те, пăхăнаканни те – сăмах майлашăвĕсем: чечек шăршиллĕ аслă улăх.


ĔÇ: Видеосăвва тимлĕ итлĕр, унта тĕл пулакан сăмах майлашăвĕсене çырса илĕр, тĕп тата пăхăнакан пайĕсем миçе сăмахран пулнине калăр.

 

Видео

Ҫӗнӗ материал
2026.01.31 12:36
2026.01.31 11:42
2026.01.31 11:32
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сурхури (Видео)
2026.01.31 11:21
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Çерем пăсса вир акрăм (видео)
2026.01.30 23:56
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Илеме курма пÿрнĕ ача" видеоурок
2026.01.30 23:47
2026.01.30 23:35
2026.01.30 23:00
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Никита Бичурин çинчен (Видео)
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио