25§. Предложенири сăмахсен çыхăнăвĕ

Теори материалӗсем

Сăмахсен çыхăнăвĕ

Предложение кĕнĕ сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем хушшинчи çыхăну икĕ тĕрлĕ пулма пултарать: пăхăнуллă тата сыпăнуллă. Пăхануллă çыхăнури сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсенче пĕр пай тепĕр пая пăхăнса тăрать.  Сыпăнуллă çыхăнури сăмахсем пĕр-пĕрне пăхăнмаççĕ.

Çыхăну мелĕсем чăваш чĕлхинче чылай. Пăхануллă çыхăну мелĕсем шутне çыхăну аффиксĕсем, хыç сăмахсемпе пăхăнуллă союзсем тата пайсен вырăнĕ-йĕркипе интонаци кĕреççĕ.

Çыхăну афиксĕсене икĕ ушкăна уйăрма пулать: ят сăмахĕсен аффиксĕсем, глаголăн аффиксĕсем. Ят сăмахĕсен аффиксĕсем хăйсем икĕ тĕрлĕ: падеж системине кĕрекеннисем, падеж системине кĕменнисем.

Сыпăнуллă çыхăнури сăмахсем пĕр-пĕрне пăхăнмаççĕ, тĕпрен илсен, интонаципе тата сыпăнуллă союзсемпе çыхăнаççĕ.

Ку предложенире эпир çакăн пек çыхăну мелĕсем куратпăр:

1-2, 4. пайĕсен вырăнĕ-йĕрки

3.  вырăн падежĕн аффиксĕпе (-те)


Предложенири сăмахсен çирĕп йĕрке пур. Вĕсене пăхăнманни калас шухăша пăсма пултарать. Çыруллă пуплевре вара, тăтăшах, пĕр-пĕрне ăнланманни патне илсе çитерет.

Темиçе предложени илсе пăхар.

Лавккара шурă çăкăр сутаççĕ.

Шурă çăкăр лавккара сутаççĕ.

Сутаççĕ лавккара шурă çăкăр.

Лавккара сутаççĕ шурă çăкăр.

Шурă лавккара çăкăр сутаççĕ.

Çак предложенисенчи сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем тытăмĕпе пачах улшăнмаççĕ. Анчах та сăмах предложенире ăçта тăнинчен калас шухăш, туйăмсен сĕмĕ улшăнать. Пĕрремĕш предложенире лавккара шурă çăкăр сутни çинчен сăмах пырать, иккĕмĕшпе тăваттăмĕшĕнче шурă çăкăра ăçта сутни пирки, виççĕмĕшĕнче сăмах ытти ĕç çинчен мар, шăпах сутни çинчен пырать. Юлашки предложени вара малтанхи предложенисен шухăшне пăсса кăтартать.  Кунта сăмах лавккара шурă çăкăр сутни çинчен мар, шурă лавккара çăкăр сутни пирки иккен.

Юлашки тĕслĕх пире сăмах майлашăвĕсем предложенире уйрăм сăмах евĕрлĕ çÿренине тепĕр хут çирĕплетеççĕ. Çакă сăмах майлашăвĕсене ним уямасăр таткалама юраманнине асăрхаттарать.


ĔÇ: Видеосăвва тимлĕн итлĕр, сăмах майлашăвĕсене çырса илĕр.

 

Видео

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42