24§. Предложенипе сăмах майлашăвĕ – пĕлтерĕшлĕ сыпăксем

Теори материалӗсем

Предложенипе сăмах майлашăвĕ – пĕлтерĕшлĕ сыпăксем

Предложенипе сăмах майлашăвĕ – пуплев вăхăтĕнче йĕркеленеççě.

Уйрăм шухăша палăртакан пĕр сăмаха е темиçе сăмах пĕрлешĕвне предложени теççĕ. Вăл хутшăнура тĕп вырăн йышăнать. Çавăнпа предложение пуплевĕн тĕп единици теме килĕшнĕ.

Хăй пĕлтерĕшлĕ виçĕ е ытларах сăмахран тăракан предложени  сăмах майлашăвĕсěр пулмасть. Унта та сăмахсем шухăш енчен килĕшсе çыхăнаççĕ, пĕр сăмахĕ теприне пăхăнать.

Предложенипе сăмах майлашăвĕн пĕрешкеллĕхěсемпе уйрăмлăхěсем çаксем:

предложени – уйрăм шухăша палăртать; вĕçленÿллĕ интонациллĕ пулать; темиçе сăмахран кăна мар, пĕр сăмахран та тăрать;

сăмах майлашăвĕ – ăнлава палăртать; уйрăм сăмах вырăнне çÿреме пултарать; пĕр сăмахлă пулмасть, яланах икĕ пая пайланать.

Вырăссен приложениллĕ пĕрлĕхěсене чăвашла куçарнă чухне сăмах майлашăвěсем тумалла, дефиссăр çырмалла: космонавт летчик, биолог учитель, хирург врач, улăп йывăç.

Предложени тата сăмах майлашăвĕ

Предложенипе сăмах майлашăвĕ – пуплев вăхăтĕнче йĕркеленекен пĕрлĕхсем.

Уйрăм шухăша палăртакан пĕр сăмаха е темиçе сăмах пĕрлешĕвне предложени теççĕ. Хутшăнура тĕп вырăн йышăннăран предложение пуплевĕн тĕп единици теме килĕшнĕ.

Хăй пĕлтерĕшлĕ виçĕ е ытларах сăмахран тăракан предложенире ялан тенĕ пек сăмах майлашăвĕсем пулаççĕ. Вĕсенче те сăмахсем шухăш енчен килĕшсе çыхăнаççĕ, пĕр сăмахĕ теприне пăхăнать.

Предложенипе сăмах майлашăвĕ хушшинчи пĕрешкеллĕхсемпе уйрăмлăхсем:

предложени – уйрăм шухăша палăртать; вĕçленÿллĕ интонациллĕ пулать; темиçе сăмахлă кăна мар, пĕр сăмахлă та пулать (Хĕлле. Ял çыннин ĕçрен пушаннă);

сăмах майлашăвĕ – ăнлава палăртать; уйрăм сăмах вырăнне çÿреме пултарать; пĕр сăмахлă пулмасть, яланах икĕ пайран тăрать (ял çынни, сивĕ хĕл, шăна кăмпи).

Приложениллĕ пĕрлĕхсене чăваш чĕлхинче дефиссăр çырмалла, мĕншĕн тесен ăнлантаракан сăмахсем тĕп сăмах умĕн юнашар тăрса çыхăнаççĕ: космонавт летчик, биолог учитель.


ĔÇ: Видеосăвва тимлĕ итлĕр, сăмах майлашăвĕсене çырса илĕр.

 

Видео

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2026.01.31 12:36
2026.01.31 11:42
2026.01.31 11:32
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сурхури (Видео)
2026.01.31 11:21
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Çерем пăсса вир акрăм (видео)
2026.01.30 23:56
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Илеме курма пÿрнĕ ача" видеоурок
2026.01.30 23:47
2026.01.30 23:35
2026.01.30 23:00
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Никита Бичурин çинчен (Видео)
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио