22§. Мĕн вăл пуплев?»

Теори материалӗсем

Мĕн вăл пуплев?

Чĕлхепе усă курса хутшăннине пуплев теççĕ. Пуплевĕн икĕ тĕсне кăтартаççĕ – калаçуллă пуплев (калаçу), çыруллă пуплев (çыру).

       Чĕлхе вăл – хутшăнура усă куракан хатĕрсен тата вĕсене çыхăнтаракан правилăсен пĕрлĕхĕ. Пуплев вара чĕлхене чĕрĕлĕх кÿрет.

      Чĕлхе пуплеве йĕркелесе пыма кирлě. Çак йěркене пула  пуплев нормăланать, кирлě пахалăх туянать. Пуплев пахалăхĕ тěрěслěх, тасалăх, логикăлăх, пуянлăх, вырăнлăх, сăнарлăх пуррипе уйрăлса тăрать.  Сăнарлăх писатель-поэт хайлавĕсене кăтартуллă, палăрасса тěрлě йышши тропсенче палăрать. Ытти пахалăх кашни çын калаçăвĕпе çырăвĕнче вăй илсе çирěпленмелле.

Кĕввине кура пуплев виçĕ тĕслě пулать: калав, сăнлав тата ăслав.

Мĕнле ситуацире пулса иртни тăрăх пуплевĕн калаçу тата кĕнеке стилĕсене кăтартаççĕ. Пĕр-пĕрне пĕлекен çынсем хатĕрленмесĕр  ирĕклĕн хутшăннипе иртекен пуплев калаçу стилĕпе палăрать. Ятарласа йĕркеленě пуплеве кĕнеке стилĕ кăтартуллă. Кĕнеке стилĕ хăй расна: илемлĕ стиль, ăслăлăх стилĕ, ĕçлĕ стиль тата публицистика стилĕ.

Пуплевĕн икĕ тĕсě пур: монолог тата диалог.    

Ҫӗнӗ материал
2026.01.31 12:36
2026.01.31 11:42
2026.01.31 11:32
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сурхури (Видео)
2026.01.31 11:21
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Çерем пăсса вир акрăм (видео)
2026.01.30 23:56
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Илеме курма пÿрнĕ ача" видеоурок
2026.01.30 23:47
2026.01.30 23:35
2026.01.30 23:00
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Никита Бичурин çинчен (Видео)
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио