21§. Мĕн вăл чĕлхе?

Теори материалӗсем

Мĕн вăл чĕлхе?

Çынсем хутшăнура мĕнле те пулин хыпар пĕлтереççĕ. Хыпарсенчен  текст пулать. Текст шухăш енчен килĕшÿллě пайсемпе предложенисене пĕрлештерет.

Предложенин пайĕсем сăмах пĕрлешĕвĕсемпе уйрăм сăмахсенчен (лексемăсенчен)  йěркеленеççě.

Сăмах тытăмне морфемăсем кěреççě.

Кашни морфема фонемăсенчен тăрать.       Фонемăсем, морфемăсем тата лексемăсем чĕлхе инвентарĕ шутланаççĕ.

Чĕлхе инвентарьне кĕрекен единицăсем (фонемăсем, морфемăсем, сăмахсем) пуплевре çыхăнăва кĕреççĕ. Çыхăну тытăмě чĕлхе  грамматикинчен килет. Çапла вара, чĕлхен  инвентарĕ тата грамматики пур.

Сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсене çыхăнма та грамматика пулăшать.

Грамматика морфологирен тата синтаксисран тăрать. Морфологи сăмахсене пĕлтерĕшне тăрăх пуплев пайĕсене уйăрать, вěсен пěлтерěшлě пайěсене, вĕсен вырăнě ăçта иккенне палăртать. Синтаксис сăмахсемпе предложенисен çыхăнăвне тĕпчет.

Ҫӗнӗ материал
2026.01.31 12:36
2026.01.31 11:42
2026.01.31 11:32
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сурхури (Видео)
2026.01.31 11:21
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Çерем пăсса вир акрăм (видео)
2026.01.30 23:56
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Илеме курма пÿрнĕ ача" видеоурок
2026.01.30 23:47
2026.01.30 23:35
2026.01.30 23:00
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Никита Бичурин çинчен (Видео)
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио