18§. Междометисем

Теори материалӗсем

Междометисем

Междометисен лексика пĕлтерĕшĕ çук, çавăнпа вĕсем тулли пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсенчен те, пулăшу ĕлтерĕшлисенчен те уйрăлса тăраççĕ. Хăй пĕлтерĕшле сăмахсем япалана, унăн паллине, хисепне , ĕçе ят парса кăтартаççĕ пулсан, междометисем вара кăмăл хусканăвне, туйăма ят памасăр тÿрремĕнех кăтартаççĕ.

Междометисен пĕлтерĕшĕ контекстра е ситуацире çеç палăрать. Текстра междомети пĕлтерĕшне е уйрăм сăмахпа, е предложенипе пĕлтереççĕ: Ах, сирĕн йывăç пахчи илемлĕ-çке. Фу-у-у, туссем патне тата магазинсем тăрăх чупса çуресешалтах ăш пиçрĕ.

Ку тĕслĕхсенче ах междомети савăнса тĕлĕннине, фу-у-у – ывăннине пĕлтереççĕ.

Междомети – улшăнман пуплев пайĕ. Предложени тытăмĕнче вăл ытти сăмахсемпе çыхăнмасăр  уйрăм тăрать, çавăнпа предложени членĕ те пулмасть

Тытăмĕ тĕлĕшĕнчен междометисем ансат. Вĕсем ытларах пĕр сыпăклă: ай, ах, эй, ну, фу, ха. Пĕр сыпăклă хăш-пĕр междометисене  икĕ е виçĕ хут та калаççĕ: ай-ай, ой-ой, кай-кай-кай, ха-ха-ха т. ыт. те. Тĕслĕхрен: – Ой-ой, курманни миçе çул! – терĕ Серафима ман алла чăмăртаса.

Ҫӗнӗ материал
2026.01.31 12:36
2026.01.31 11:42
2026.01.31 11:32
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сурхури (Видео)
2026.01.31 11:21
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Çерем пăсса вир акрăм (видео)
2026.01.30 23:56
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Илеме курма пÿрнĕ ача" видеоурок
2026.01.30 23:47
2026.01.30 23:35
2026.01.30 23:00
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Никита Бичурин çинчен (Видео)
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио